«Prофи-21» конкурс пуçланать

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнчен республикăра «Prофи-21» конкурса хутшăнас кăмăллисенчен документсем йышăнма пуçлаççĕ. Заявкăсене чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕччен яма пулать. Финал раштав уйăхĕнче иртет. Çак тупăшăва ăсталăха туптас, тавра курăма анлăлатас, малашне хăйсем суйласа илнĕ профессире пысăк çитĕнӳ тăвас шухăшлă пресс-секретарьсем, шкулта медиатытăм енĕпе вĕренекенсем, студентсем валли йĕркеленĕ. Пĕлтĕр конкурса хутшăнакансене 3 номинацире хакланă.

Тĕплĕнрех...



НТРК
19 сентября 2022
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter