Чӑваш Ен техника культурисен экспортне 73 процент ӳстерчӗ

Чӑваш Ен  техника культурисен экспортне 73 процент ӳстерчӗ

 Тухăҫ  пĕлтĕрхинчен самай лайăхрах,  кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ ҫĕр ĕҫченĕсем.

Асăннă ыйтăва кашни эрнере  Правительство ҫуртĕнче пулакан ĕҫлĕ планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов  хăйĕн сăмахĕнче республикăра авăн уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене мĕнпур хуҫалăхсенче пĕтĕмпе 295,2 пин гектар ҫĕр лаптăкĕнчен пухса кĕртнине хыпарланă, кăтарту планпа пăхса хăварнинчен 98,5 процент чухлĕ  пысăкрах пулнине  асăннă ведомство ертӳҫи.  

Техника культурисене 12,3 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен пухса кĕртнĕ.  Хĕвел ҫаврăнăшĕ, рапс, соя, йĕтĕн, горчица, хура тул тата ытти культурăна хапăл тусах йышăнаҫҫĕ ытти предприятисем, экспорта куҫарассипе аван пулса пыраҫҫĕ ĕҫсем.  Кăҫал лартса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсене чылай ӳстерĕ, кăтартăва пĕлтĕрхинчен 45 процент нумайлатнă.  Пурĕ 36,5 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тĕрлĕ культурăна акса ҫитĕнтернĕ, тухăҫа пухса кĕртнĕ.  

«2022 ҫулта кăрлач-ҫурла уйăхĕсенче пĕтĕмпе ют ҫĕршывсене пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан тавара самай  ытларах ăсатнă, кăтартăва 73 процента ҫитернĕ.  2021 ҫул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, экспорта тĕрлĕ ҫу таврашне тирпейлесе кăларма 2,8 пин тонна  ятарлă культурăна ăсатнă», – тесе хыпарланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Паянхи кун тĕлне ҫĕр улмине 1,6 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен пӳлмесене пухса кĕртнĕ.  Хăмла пуҫтарса типĕтсе хурассипе те аван тăрăшаҫҫĕ хуҫалăхсенче. Пĕтĕмпе республикăра 64 га лаптăкран «ылттăн симĕсе» пухса кĕртнĕ. «Тăрса юлнă хăш-пĕр культурăна ҫак кунсенче тĕпрен пухса кĕртес ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Ҫапала ĕҫсене йĕркелесе пыма пысăк технологиллĕ хатĕрсем те пулăшаҫҫĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă май каланă  Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов.

«Бюджета тӳрлетӳсем кĕртсе пырас ĕҫе вĕҫлесе пыратпăр.  Ял хуҫалăх министерствин  мĕнпур  палăртса хунă сĕнĕвĕсене шута илнĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ыйтусемпе килĕшессине те шансах тăратпăр», – тесе  сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков.   

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре республика Пуҫлăхĕ Олег Николаевăн пуҫаруллă шухăшне тĕпе хурса, экспорта аталантарса пымалли стандарт тăвассипе хастар ĕҫлеҫҫĕ. Регион Пуҫлăхĕ «ҫулсен карттине» алă пусса ҫирĕплетнĕ.    Республикăра  Экспорт стратегийне туса хурĕҫ, экспортерсен клубĕпе канашĕ ĕҫлĕ.  Экспорта аталантарса пыма Чăваш Енре управлени командине те вĕренсе кăларнă.  Регионта экспорта вăй илтерсе аталантарса пымалли ятарлă регион шайĕнчи программа туса хунă. Палăртнă ĕҫсене 2024-мĕш ҫулччен ĕҫлеттерсе ярасшăн.       

 



20 сентября 2022
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter