Малтисен ретĕнче

Чăваш Ене çĕршыв шайĕнче палăртнă. Авариллĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсене куçарассипе, çурт-йĕр хута ярассипе тата объектсене хăтлăх кĕртессипе республика малтисен ретĕнче. Мала тухнă 30 региона «Сколково» центрĕнче Раççей строительство министерстви тав хучĕсемпе чысларĕ.

Кăçалхи сакăр уйăхра Чăваш Енре 742 000 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан икĕ хут ытларах. Республикăра çитес икĕ çулта 24 нумай хваттерлĕ авариллĕ çуртра пурăнакансене çĕнĕ çĕре куçарма палăртаççĕ. Хуласемпе районсенче кăçал халăх пухăнмалли 30 вырăна тата 191 картише çĕнетеççĕ.



НТРК
20 сентября 2022
19:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter