PR ăстисене шыраççĕ

Республикăра професси ăсталăхĕн «PROFI-21» республика конкурсĕ кăçал 2-мĕш хут иртет. Заявкăсене чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Раштав уйăхĕнче конкурсăн куçăн тапхăрĕ тата финалĕ пулĕ. Халăхпа çыхăну тытасси пирки экспертсем семинар ирттерĕç. Конкурса хутшăнма ЧР патшалăх влаç органĕсен тата муниципаллă пĕрлешӳсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, организацисен специалисчĕсене, студентсемпе вĕренекенсене йыхравлаççĕ. Пĕлтĕр виçĕ номинаци пулнă, кăçал вĕсен çумне тепре хутшăнĕ — студентсемпе 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем тата медиаклубсене, медиацентрсемпе медиастудисене çӳрекенсем валли. Халăхпа çыхăну йĕркелекен специалистсен конкурса хутшăнма ятарлă анкета ыйтăвĕсене хуравламалла, «Эпĕ – халăхпа çыхăну йĕркелекен специалист. Ку ĕç мана мĕншĕн кирлĕ?» темăпа видеосалам тата сĕннĕ темăсенчен пĕринпе презентаци хатĕрлесе вырнаçтармалла. Унсăр пуçне тест ыйтăвĕсене онлайн мелĕпе хуравламалла пулĕ.



Хыпар
20 сентября 2022
15:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter