Ĕçсĕр никам та аптрамасть
Чăваш Енре çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва тимлĕхре тытаççĕ. Республикăри ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова санкцисем лару-тăрăва япăх еннелле улăштарманнине, ĕçсĕррисен шучĕ пĕлтĕрхи шайрах юлнине – 0,9 процентпа танлашнине каларĕ Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăра ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕ нихçанхинчен пĕчĕк шайра – 3,3 процент. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем Чăваш Енре пурăнакансене тĕрлĕ ваканси сĕнеççĕ. Хăшне-пĕрне предприятие вăхăтлăха вырнаçма майсем туса параççĕ. Кăçал 19 000 ытла çын çĕнĕ ĕç вырăнĕнчен шалу илме пуçланă. Ку центра килсе пулăшу ыйтакансен 77 проценчĕ. Çĕнĕ ваканси шыракансене те, ĕçрен хăтарасран шикленекенсене те ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче хапăлласа йышăнаççĕ. Тĕрлĕ программăпа вĕрентсе çĕнĕ специальность алла илме пулăшаççĕ. 1200 çынна яхăн хушма пĕлӳ илнĕ. Вĕсенчен ыларахăшĕ персоналпа ĕçлес, ĕç сыхлавĕ, компьютер графики, дизайн енĕпе ăсталăха туптама кăмăл тунă. 472-шĕ халĕ çĕнĕ çĕрте тăрăшать. Предприятисем чылай вăхăта производствăна чарнă пулсан, унта вăй хуракансене те пулăшусăр хăвармаççĕ. Кунсерен методика тĕлĕшĕнчен тата урăх ĕçе вырнаçма майсем тупма пулăшаççĕ. Республикăри 235 предприяти ĕçсĕррисене хăйсем патне илнĕ. Çак хушма пулăшу мелĕпе 2262 çын усă курнă.