Чăваш Республикин çар комиссарĕ хушу алă пуснă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнине пĕлтернĕ хыççăн Чăваш Республикин çар комиссарĕ мобилизаци çинчен калакан Хушăва алă пуснă.

Унта вăл çара каймалли йыхрав хучĕсене тивĕçнĕ мĕнпур çынна повесткăра палăртнă вăхăтра тата пункта çитме хушнă. Хальлĕхе повестка тата мобилизаци предписанине паман саппасра тăракан офицерсен, прапорщиксен, мичмансен, сержантсен, старшинасен, салтаксен, матроссен вара вăхăтлăха районтан е хуларан тухса кайма юрамасть. Республикăра вăхатлăх пурăнакан саппасри граждансен ялан пурăнакан вырăна çийĕнчех тухса каймалла, мобилизаци предписанийĕнче кăтартнă пунктсене е учетра тăракан çар комиссариачĕсене çитмелле.

Юлашки кунсенче мобилизаципе çыхăннă тĕрлĕ суя информаци сарăлма пуçларĕ. Официаллă çăлкуçсене кăна ĕненмелле. Ку хăвăрăн лăпкăлăха та, обществăри лару-тăрăва сыхласа хăварма май парать.

Тулли мар мобилизаци пуçлансан Интернетра тĕрлĕ суя информаци сарăлма пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри çара каймалли йыхрав хучĕсене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă яраççĕ тени. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникаци министрĕ Кристина Майнина пĕлтернĕ тăрăх, çакă тĕрĕс мар хыпар.

«Саккунпа килĕшӳллĕн повесткăна çынна хăйне вăл пурăнакан вырăна е ĕçе илсе килсе параççĕ. Урăхла меслет çук», – палăртнă вăл. Чăваш Ен салтакĕсем яланах хăюллăхпа, хастарлăхпа палăрнă. Хальхинче те республика çыннисем мобилизаци ирттернин сăлтавне лайăх анланаççĕ, ăна тивĕçлĕ йĕркелеме хатеррине палартаççĕ.

ДМИТРИЙ МОИСЕЕВ: «Мĕн хушнине тăвас пулĕ тесе шутлатăп, хамăр тĕнчене пирĕн хӳтелемелле. Çамрăксен ытларах тесе шутлатăп».

АЛЕКСАНДР ЕГОРОВ: «Эпĕ хам питĕ чĕре патне илетĕп вăл япалана, мĕншĕн тесен чăтма май çук вĕт-ха. Вĕсене хирĕç тăмасан пирĕн пата килеççĕ. Çĕршыв хӳтлĕхĕ пирĕн салтаксенче».

ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Вăл кирлĕ, эпир ăна ырлатпăр. Пуçланă ĕçе пирĕн вĕçне çитермеллех».

ГЕННАДИЙ МАТВЕЕВ: «Эпир хамăрăн çĕршыва хӳтĕлеме тăмасассăн пирĕншĕн никам та пирĕн пурнăçа çăлма тăрăшмасть. Ваттисем, пĕчĕк ачасем подвалта, пирĕн ларас килмест. Пирĕн çамрăксен лайăх пурăнмалла».

 Çитес вăхăтра Донецк, Луганск Халăх Республикисенче, Херсон тата Запорожск облаçĕсенче Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕресси çинчен референдум та иртмелле. Донбасс халăхне Раççĕй йышне илессине Чăваш Ен çыннисем ырлаççĕ.

МИХАИЛ СЕМЁНОВ: «Пирĕн, славян халăхĕсен пĕрле пурăнмалла. Ку референдум кирлĕ вăл, вĕсемшĕн кăна мар, пирĕншĕн те кирлĕ вăл, Раççейшĕн кирлĕ вăл, вĕсем пирĕнпе пурăнас тесессĕн, вĕсен ыйтăвĕ ялан çиеле тухать, вĕсене пирĕн ялан поддерживать тумалла».



НТРК
22 сентября 2022
19:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter