Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Машинăсем тăвакан отраслĕн ĕҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Машинăсем тăвакан отраслĕн ĕҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Машинăсем тăвакан отраслĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Машиностроени нумай ҫул пирĕн республикăн промышленноҫ комплексĕн тĕп отраслĕ пулса тăрать.

Чăваш Енĕн икĕ пин ытла предприятийĕ куллен металлургипе, машинăсен, электрооборудовани тата транспорт хатĕрĕсен производствипе ĕҫлет, регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн чĕрĕке яхăн пайне тивĕҫтерет. 

Ятарлă ҫар операцийĕ пуҫланнăранпа тата вăй илсе пыракан санкцисен ҫĕнĕ экономика условийĕсенче машиностроени промышленноҫĕн ҫирĕп, шанчăклă блокĕ пулнине ҫирĕплетрĕ. Пысăк предприятисем ҫĕнĕ лару-тăрăва хăнăхма пултарчĕҫ, оперативлă ĕҫлесе ҫĕнĕ проектсем пуҫарчĕҫ, ҫĕнĕ техника, импорта улăштаракан продукци туса кăлараҫҫĕ, хăйсен комплектлакан производствисене локализацилерĕҫ, ҫапла майпа тăван республика аталанăвĕн ҫул-йĕрне палăртрĕ, экономикăпа потребитель рынокĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ отраслĕсен ĕҫне тивĕҫтерчĕҫ.

Отрасль предприятийĕсем паян пĕтĕмĕшле бюджечĕ 15 миллиард тенкĕрен иртекен 70 инвестици проектне пурнăҫлаҫҫĕ, хăйсен производствине аталантармалли ҫулпа малалла утаҫҫĕ, стратеги пĕлтерĕшлĕ пушаннă отрасльсенче хăйсен вырăнне йышăнса ҫĕнĕ тавар рынокĕсене тухаҫҫĕ.

Сире пирĕн республика тата ҫĕршыв аталанăвне хывакан пысăк тӳпешĕн тав тăватăп, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, телей, ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                   Олег Николаев



25 сентября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter