Ача – пурнăç илемĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2023 çул Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулĕ. Çавна май республикăра ачасен сывлăхне çирĕплетессине, тивĕçлĕ пĕлÿ парассине тата пултарулăхне аталантарассине çитес вăхăтра тата ытларах тимлĕх уйăрĕç.

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе «тÿрĕ лини» ирттерет. Ăна Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. «Тÿрĕ линире» ачасен хăрушсăрлăхĕ, вĕсен сывлăхĕпе аталанăвĕ çинчен сăмах пуçарĕç. Граждансем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене cap.ru сайтри ятарлă анкетăра çырса яма пултараççĕ. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче ыйтусене 8/8352/ 56-51-00 телефонпа йышăнĕç. Трансляцие «Россия 24», Чăваш наци телерадиокомпанийĕн, «Контактра» социаллă сетьри «Чăваш Республики» ушкăнра пăхма пулать. Эфир 17 сехет те 30 минутра пуçланать. Калаçу икĕ сехете яхăн тăсăлĕ.

Любовь ПЛАТОНОВА, Карайри культура çурчĕн ертÿçи:

— Çитес çула телейлĕ ачалăха халаллани кăмăла çĕклерĕ. Эпир культура çуртĕнче ачасемпе сахал мар мероприяти йĕркелетпĕр. Малашне те çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе пысăк калăпăшлă ĕçсем тума палăртатпăр. Спорт, физкультура енĕпе те мероприятисем ирттерĕпĕр, шкулпа тачă çыхăнура пулăпăр. Çулталăк тематикине тĕрĕс суйласа илнĕ тесе шутлатăп. Ача — пурнăç илемĕ. Çак каларăша тĕпе хурса ĕçлĕпĕр.

www.hypar.ru



26 сентября 2022
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter