Чӑваш Енрен мобилизациленнисен пӗрремӗш ушкӑнӗ ҫула тухса кайнă

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн уйрӑм мобилизацилесси ҫинчен калакан Указне тĕпе хурса паян Чӑваш Республикин запасӗнче тӑракан граждансене ҫар чаҫӗсене пӗрремӗш тапхăрпа ăсатнă.

Мобилизациленнисен пӗрремӗш ушкӑнӗ  виҫĕ муниципалитет пӗрлӗхӗсенчен йӗркеллӗн тухса кайнă. Мобилизаципе чӗнсе илнисене пурне те апат-ҫимӗҫпе, вырӑна ҫитсенех вӗсене  кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.

Мобилизациленӗ ҫӗнӗ командӑсем  йӗркелесе пынă май, вӗсене ҫар чаҫӗсене ӑсатасси малалла тӑсӑлӗ.

Кашни эрнере Правительство ҫуртӗнчи канашлура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗ йышӑннӑ йышӑнупа Чӑваш Енре уйрӑм мобилизацилесси ҫинчен калакан ĕҫ хутне тĕпе хурса активлӑ ӗҫ пыни ҫинчен каласа панӑ. "Кашнинех хӑй вырӑнӗнче пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме тата тӗплӗ концентрацилеме хушать, – тенӗ вӑл. «Шел пулин те, уйрӑм муниципалитетсен территорийӗнче должноҫри ҫынсем ҫителӗксӗр тимлӗх кӑтартнипе инцидентсем те  ҫук мар. Ҫавӑнпа та эпӗ граждансенчен килсе тăракан ҫăхавсене хам ҫирĕп тĕрĕслеве илме йышӑнтӑм", – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Регион Ертӳҫи Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Вячеслав Борисова,  Чăваш Республикин цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинӑна,  ыйтусене кӗске вӑхӑтра пӑхса тухас тесе, администрацисен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле  мĕнпур инцидентсемпе ҫăхавсене  тĕрĕслеве илме хушнӑ.

"Кашни  сĕнĕве, ыйтăва  тимлĕн пăхса тухăпăр. Должноҫри  е тата ытти  ҫынсем тӗплӗ ĕҫленипе ĕҫлеменнине тишкерĕпĕр. Ыйтусене оперативлă пăхса тухни тивĕҫлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма май парать",  –  тенӗ Олег Николаев.  Ыйтусемпе 122 номерлӗ «хĕрӳ лини» ҫине шăнкăравласа тухма юрать.



26 сентября 2022
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter