«Эпир яланах Раҫҫейпе пĕрле пулас текенсене хапăл тăватпăр», – тенĕ регион Ертӳҫи

«Эпир  яланах Раҫҫейпе пĕрле пулас текенсене хапăл тăватпăр», – тенĕ регион Ертӳҫи

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Донбасра пурăнакансене хавхалантарас тесе  йĕркеленĕ митинг-концерта хутшăнакансене саламланă май, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн  Владимир Путинăн ятарлă ҫар операцине ирттересси пирки  калакан йышăнăва  ҫирĕплетнине хыпарланă, çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнине пĕлтернĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕршыв Президенчĕ В.В. Путин йышăнăвне республикăра пурăнакансем хапăл тусах йышăннăшăн тав тунă,  Донбасра пурăнакан  халăха пулăшма килĕшнĕшĕн мухтанă.  «Эпир Раҫҫей Федерацийĕпе пĕрле пулма килĕшекен халăха хисеплетпĕр. Тĕнчере хăрушă хаяр тăшмана парăнтарма тăрăшмалла, ăна анлăн сарăлса пырассинчен сыхă тăрса, пĕтерсе пыма пĕлмелле», – тесе каланă Олег Николаев.   

Регион Ертӳлĕхĕ хăйĕн сăмахĕнче пирĕн тăрăхра пурăнакансенчен нумайăшĕ Тăван ҫĕршыва хӳтĕлессинче вăй хунине асăннă.  «Пирĕн умра пысăк тĕллев – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.  Шкулсене, ҫулсене хута ямалла.  Ҫынсене пурăнма хăтлă условисем йĕркелемелле.  Енчен те кашни ҫын хăйне шанса панă ĕҫе тĕплĕн пурнăҫласан, яваплăха туйса ĕҫлесен  пирĕн ҫĕршывăмăра хирĕҫ тăракан тăшмана тен хăвăртрах та парăнтарма май килĕ, ҫĕршыв вăй илсе пырĕ», – тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

ДНР, ЛНР, Херсон тата Запорожье облаçĕсенче пурăнакансем хапăл тусах референдума хутшăнаҫҫĕ, Раҫҫейпе пĕрле пулассишĕн сасăлаҫҫĕ.  «Халăх сакăр ҫул тăшмансен аллинче пурăннă.  Паян вĕсем пирĕнпе пĕрле. Кирек-епле йывăрлăха та  пĕрле парăнтарма пултарайратпăр», тенĕ вăл.    

Асăннă митинг-концертра республикăри тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсем хутшăннă,  хăйсен ырă шухăшĕсем пирки халăха пĕлтерме тăрăшнă.     

 



26 сентября 2022
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter