100 ҫул – халӑх сывлӑхӗн сыхлавӗнче

100 ҫул – халӑх сывлӑхӗн сыхлавӗнче

Паян Чăваш патшалăx филармонийĕнче Раççeй санэпидемстанцийĕ 100 çул тултарнă ятпа савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕceм тата ветеранĕceм хутшăнчĕç.

Юбилей ячĕпе вĕcене управлени ертÿçи Надежда Луговская саламларĕ,  служба, çав шутра унăн Чăваш Енри уйрăмĕ, пĕр ĕмĕрте утса тухнă кун-çулпа паллаштарчĕ. Уйрăм ячĕ улшăнсах тăнă, тĕллевĕпе ĕçĕceм çeç улшăнман. Вăл яланах Чăваш Енре пурăннисене ерекен, этеме хăрушлăxa кĕртсе ÿкерекен чирсенчен хÿтĕленĕ. Çак ĕçe xaлĕ те начар мар пурнăçлать.

Пухăннисен ĕçне ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев пысăка хурса хакларĕ, вĕceм юлашки çулсенче пандемипе кĕрешсе пурнăçлакан мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. Сотрудниксен пĕр ушкăнне патшалăx наградине парса хавхалантарчĕ.



Хыпар
27 сентября 2022
19:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter