Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шкул умĕнхи вĕрентĕвĕн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Шкул умĕнхи вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Эсир хăвăра пархатарлă та пысăк яваплă ĕҫе - ачасемпе вăй хурассине - халалланă. Ачасен тăнăҫлăхĕ, вĕсем чăн-чăн патриот пулса ҫитĕнни, Раҫҫей пуласлăхĕ шăпах сирĕнтен, сирĕн ăсталăхăртан килет.

Ача-пăчана ӳстерме-аталанма хальхи вăхăтпа килĕшӳллĕ условисем тăвассине, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессине  патшалăх пысăк пĕлтерĕше хурать. Эпир ача сачĕсем ҫĕклетпĕр, ҫĕнететпĕр. Ҫав шутра «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хушма пĕлӳ паракан учрежденисене аталантаратпăр, воспитательсемпе педагогсене ҫĕнĕлле ĕҫлемешкĕн, тивĕҫлĕ шалу илмешкĕн условисем туса паратпăр.

Телейлĕ ачалăха халалланă 2023 ҫулта сирĕнпе пĕрле кĕҫĕн ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанмашкăн, хăйсен ҫул-йĕрне тупма пулăшма тата ытларах ĕҫ тăвасса иккĕленместĕп.

Хăвăр ĕҫĕре парăннăшăн, ачасенче ҫĕннине уҫас ăнтăлăва вăратнăшăн, ĕҫчен, ырă кăмăллă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕшĕн сире тав тăватăп. Профессире ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, сывлăх, телей, тăнăҫлăх сунатăп!

 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ                                                    Олег Николаев

 

 



27 сентября 2022
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter