«Конвертри» шалу бюджета сиенлет, пенсие чакарать

Ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшни ял çыннисен ĕç укçине пысăклатнипе пĕрле ялти пурнăç шайне çĕклет, унти хăтлăха тивĕçтерме май парать. Çак шухăша вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тӳлессине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче цифрăсемпе усă курса çирĕплетрĕ.

Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, хуçалăхсене, фермерсене субсидисемпе, грантсемпе пулăшнă май вĕсем çынсене йĕркеллĕ ĕç укçи тӳленине шута илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа, калăпăр, вăл е ку гранта уйăрнă чухнехи тĕп условисенчен шутĕнче çакна та палăртнă: шалу ĕç укçин уйăхри чи пĕчĕк 1,5 виçинчен — 22919 тенкĕрен — кая мар пулмалла. Çак условие тивĕçтермесен патшалăх пулăшăвне каялла тавăрса пама тивĕ.

Республикăн агропромышленноç комплексĕнче паян 26 пине яхăн çын ĕçлет. Шел те, кăçал апат-çимĕç туса кăларакан отрасльте йыш кăштах чакнă. «Сĕт тирпейлекен предприятисенчен пĕри хупăнни витĕм кӳчĕ», — сăлтавне уçăмлатрĕ Сергей Геннадьевич. АПКри вăтам шалу республикăри ĕç укçин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕнчен пысăкрах хăвăртлăхпа ӳссе пынине палăртма кăмăллă.

Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем пирки те калаçу пулчĕ. Вĕсем республикăра 234 пин ытла. Чăваш Енре туса илекен пĕтĕм ял хуçалăх продукцийĕн 41% /Раççейри вăтам кăтарту — 28% ытларах кăна/ — çак хуçалăхсен тӳпи: аш-какай — 21,9%, сĕт — 53,7%, çĕр улми — 65,7%, пахча çимĕç — 60,6%... Акă мĕншĕн патшалăх енчен ял çыннисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кӳнине министр пысăка хурса хаклать. Çав шутра — ял ипотеки те. Чăваш Енре, аса илтерер, çак ипотекăн çăмăллăхлă процент виçине уйрăм категорисем валли 3-рен 0,1 таран чакарнă.

Республикăра кăçал ĕç укçипе çыхăннă парăмсен пĕтĕмĕшле калăпăшне 3,6 миллион тенкĕлĕх чакарма пултарнă. Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Муравьев граждансенчен йышăнакан çăхавсен, шалупа çыхăннăскерсен, шучĕ те палăрмаллах сахалланнине çирĕплетрĕ — пĕтĕмпе 325 ыйту пулнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта вара 695 ыйту йышăннă. Çакă та, паллах, ĕç укçине вăхăтра тӳлессипе çыхăннă çивĕчлĕх чакнине кăтартать.

Çапах инспекци хута кĕмелли тĕслĕх çав-çавах нумай-ха. Кăçал 209 çын умĕнчи парăмсене татассине тивĕçтернĕ — 10,9 миллион тенкĕлĕх. Шалăва вăхăтра, туллин тӳлеменшĕн должноçри 59 çынна, 27 юридици тытăмне, 7 предпринимателе административлă майпа явап тыттарнă. Предприятисемпе организацисен 4 ертӳçи тĕлĕшпе вĕсене уголовлă майпа явап тыттарас ыйтăва тишкермешкĕн материалсене следстви органĕсене панă. Çавăн пекех 926 асăрхаттару çырнă — ĕçлекенсене ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен пĕчĕкрех шалу тӳлеме юраманни çинчен асăрхаттарнă.

Республикăра ĕç укçи пĕчĕкки тĕлĕшпе кăмăлсăрлăх пурри куçкĕрет. Нумайăшĕ çакăнпа çырлахать, хăшĕсем вара ăна пысăклатассишĕн кĕрешеççĕ. Улатăрти «Водоканалăн» ĕçченĕсен пĕр пайĕ, авă, влаçсен ячĕпе ыйту çырнă — хула администрацийĕн пуçлăхĕн Денис Трифоновăн ĕç-пуçа уçăмлатма тиврĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, «Водоканалта» 130 çын ĕçлет. Хайхи ыйтăва 27-шĕ алă пуснă. Предприятири вăтам шалу 23,7 пин тенкĕпе танлашать. Ертӳçĕсен — тăватă çыннăн — вăтамран 47 пин тухать, рабочисен — 20,8 пин. Хула ертӳлĕхĕ халăхпа курнăçнă: «Тарăхуллă калаçусем пулмарĕç, тĕлпулу усăллă иртрĕ». Денис Владимирович хулара сивĕ шыв тарифĕ ахаль те пысăккине палăртрĕ, эппин, ĕç укçине тарифа пысăклатса ӳстерме хăтланни вырăнсăр — ытти мелсемпе усă курмалла.

Улатăрсем тĕлĕшпе ыйтусем татах пур. Федерацин суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн ертӳçин çумĕ Наталия Вассиярова хулари пĕрлештернĕ котельнăйсен предприятийĕнче ĕçлекенсен умĕнче шалу парăмĕ 3 миллион тенкĕрен те ытла пулнине пĕлтерчĕ — приставсем суд йышăнăвне пурнăçламалли производствăпа ĕçлеççĕ. Улатăр сити-менеджерĕ уçăмлă хурав парайманнине кура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ларăва ертсе пынăскер, çак тĕслĕхпе уйрăм справка хатĕрлеме хушрĕ. «Муниципалитет, патшалăх предприятийĕсенче ĕç укçипе çыхăннă парăмсем пулнипе çырлахма юрамасть. Улатăрти предприяти тĕлĕшпе сывату процесĕ пирки калаçатпăр та — пушшех», — хытарсах каларĕ вăл.



Хыпар
27 сентября 2022
19:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter