«Регионта электроэнерги генерацине ӳстересси ҫине тимлĕх уйăрмалла», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ

«Регионта электроэнерги генерацине ӳстересси ҫине тимлĕх уйăрмалла», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ

 Чăваш Республикинчи энергетика тытăмне 65 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятинче кун пирки каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Генераци вăй-хăватне ҫут ҫанталăк газĕпе е тата хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса пысăклатма плана кĕртнĕ.  «Кун пек ĕҫе йĕркелесе пыма пĕлни  тата та шанчăклăрах ĕҫлесе пыма майсем туса парĕ», – тенĕ вăл.

Мĕнпур асăннă тытăмшăн  республикăри предприятисем шанчăклă партнерсем пулса тăраҫҫĕ.  «Энергетика пайĕнче усă курма май паракан чи паха таварсене тирпейлесе кăлараҫҫĕ регионти электротехника кластерĕн предприятийĕсем.  Паянхи куна калас пулсан, Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 4,5 млрд кВТ/ч электроэнерги тирпейлесе кăлараҫ, 5 млрд кВт/ч куленех усă кураҫҫĕ», – тенĕ вăл.    

Электросеть хуҫалăхĕнчи ĕҫ-хĕле оптимизацилесси ыйту  ҫӳлерех палăртнă тытăмшăн пĕлтерĕшлĕ пулассине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 2022 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа электричество вăй-хăвачĕпе 39 сет организацийĕ тивĕҫтернĕ.  Чи пысăк та анлă сарăлнисем: «Россети Волга» – «Чувашэнерго» ПАО филиал, ГУП ЧР «ЧГЭС» Чăваш Енĕн Минпромэнергийĕ, МУП «КС г. Новочебоксарск». Чăваш Республикинче 2023 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа – 11 ТСО, 2024 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа – 8 ТСО, 2025 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен – 4 ТСО электроэнергипе тивĕҫтерме пуҫлĕҫ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче электричествăпа усă куракан транспортсене валли  заправкăсем тумаллине те асăннă.  «Палăртнă ҫул-йĕр пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.  Паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах аван.  Транспортсен йышĕ кулленех ӳссе пырать.  Заправкăсем ытларах пулсан, электричествăпа ҫӳрес текен транспортсен шучĕ ӳссе пырасси те часах пулĕ», – тенĕ вăл.  Тепĕр тесен, экологи тĕлĕшĕнчен те хăш-пĕр ыйтусем уҫăмланасси часах пулĕ.  Экологи стандарчĕсене пăхăнса ĕҫлеме мĕнпур бизнес-проектсем те хаклав витĕр тухасси паллă. Кун пек ятарлă нормăна ҫитес вăхăтра пурнăҫа кĕртме плана кĕртĕҫ.

Мероприятине пухăннисене ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пынă ĕҫченсене патшалăх наградисене парса чысланă. Хисепе тивĕҫнисем:          

 «Чувашская энергосбытовая компания», «РусГидро» - «Чебоксарская ГЭС», «Марий Эл и Чувашии» ПАО «Т Плюс» филиал тата ытти организацисем. 



27 сентября 2022
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter