Чăваш Енре пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пысăк предприятисенче тăрăшакансене мобилизацирен хăтарас ыйтăва пăхса тухĕç

Чăваш Республикинчи призыв комиссийĕн ларăвне республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ. Видео ҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ ларăва муниципалитетсенчи комиссийĕсен ертӳҫисем, система тăвакан регионти предприятисен хуҫисем пуҫтарăннă.
Ҫара ăсатма халăха тулли мар (частичнăй) майпа мобилизацилессипе Чăваш Республикинчи Ҫар комиссиариачĕпе пĕрле килĕшсе пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫласа пынине пĕлтернĕ Олег Николаев. Кăлтăксем ҫук мар-ха хальлĕхе, вĕсене ҫийĕнчех пĕтерессипе те тăрăшсах ĕҫлесе пынине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Халăха пăшăрхантаракан ыйтусене пĕтĕмпех тĕрĕслеве илнĕ. Питĕ хумханмалла мар, мĕнпур ыйтусене ҫирĕп йĕркесене пăхăнса татса паратпăр», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.
«Ҫынсене кăсăклантаракан ыйтусем чылай. Вĕсене туххăмрах ăнлантарса пама пĕлмелле. Хуравсене ăҫта вуласа пĕлме май пур, вĕсен адресĕсем пирки те пĕлтерсех тăмалла. Ҫынсемпе уҫăмлăн калаҫмалла, тĕплĕ ăнлантармалла, ҫĕршыври лару-тăрăва тĕпе хурса, пирĕн ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫ кĕртсе пымалла», - асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ.
«Хĕрӳ лини 122» регионта тĕп ресурс . Ку http://help21.ru/ адреспа та мĕнпур ыйтусем ҫине хурав тупма май пур. Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче 122 номерлĕ телефон ҫине граждансенчен чылай ыйту пуҫтарăннине пĕлтернĕ. Мĕнпур ыйтăва пурĕ 17 оператор тирпейлĕ пухса пынине асăннă ведомство ертӳҫи. Шăнкăравласа тухнă ҫынсен ыйтăвĕсене хурав пама тăватă хушма категорипе операторсене хатĕрлесе тăратнине те пĕлтернĕ вăл.
Пысăк система тăвакан предприятисен тĕрлĕ ыйтусем пур. Вăхăтлăха граждансене ҫар тивĕҫне пурнăҫлассинчен ирĕке хăварма май пур е ҫук е тата ытти те. Экономика хăватлăн аталанса пытăр тесессĕн, ку тĕлĕшпе тен хушма мера пăхса хăварни те вырăнлă пулассине асăннă. «Пирĕн кирек-епле ыйтăва та ҫирĕп пăхса хăварма тăрăшмалла. Пĕрне-пĕри ăнланса тивĕҫлĕ мерăсем йышăнмалла. Кун пирки ыйтăва Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ те тăтăшах хускатать. Ҫавăнпа та эпир республикăри предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме, пĕрне-пĕри ăнланса тивĕҫлĕ мерăсем пăхса хăварма пикенетпĕр», - тенĕ Олег Николаев.
Сăмах май, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшса, яваплăха туйса ĕҫлесе пыма пĕлмелле. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра пурнăҫа кĕртмелле, ҫулсене сармалла, ЖКХ тытăмне ҫĕнетсе улăштарса пырасси пирки те манмалла мар.
Чăваш Республикин Ҫар комиссарĕ Бахтиер Холиков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче 1 процентран та пĕчĕкрех ҫар ретне резерва тăратнинчен частичнăй майпа мобилизациленине каланă. Апла пулсан, ыйтăва регионта пурнăҫланă, резерва илнисенчен чи пĕчĕк пайне ҫар ретне тăма хатĕрленĕ. «Чи малтанах ҫара танкистсем, артиллеристсем, ҫар техникине ăнланакансене, стрелоксене тата ытти хăш-пĕр специалистсене ăсатма палăртнă. Вăхăтлăха прокуратура, следстви комитечĕсенче тăрăшакансене ҫара ăсатмĕҫ», - тесе каланă кĕскен хăйĕн сăмахĕнче вăл. Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн, çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнă. Салтак ретне чи малтанах çарта пулнисем тата ятарлă çар специльноçĕ пуррисем тăраççĕ. Республикăн çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре çынсем мобилизацине тĕрĕс мар лекнĕ тĕслĕхсем пулман. Чăваш Енре пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пысăк предприятисенче тăрăшакансене мобилизацирен хăтарас ыйтăва пăхса тухĕç.
Кама ҫар ретне тăма тивĕҫлĕ тесе ăсатнă, вĕсене патшалăх хăй енчен мĕнпур условисемпе пулăшать. Ҫар тивĕҫне пурнăҫлама экипировка тата ытти хăш-пĕр уйрăм хатĕрсене хушма илме те юрĕ. Палăртнă ҫар тивĕҫĕсене туллин пурнăҫлас ĕҫре шăпах та, вĕсем витĕм кӳме пултарĕҫ.
«Республикăри предприятисемпе организацисем хапăл тусах салтаксене пулăшма килĕшнĕ. Ҫар тивĕҫне пурнăҫлакансене валли ятарлă счет уҫса ырă кăмăлпа тĕрев пама та шухăшлакансем чылайăн регионта. «Пĕрле» фонд ку тĕлĕшпе шăпах та, вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ те», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Сăмах май, салтаксене валли экипировка элеменчĕсене туянассине централизациленĕ майпа пурнăҫласа пыма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ. Кун пек чухне йĕрке те пулĕ, тухăҫлăх тени те малти вырăна тухса ҫар тивĕҫĕсене пурнăҫлакан кашни ҫыншăн усăллă пулĕ.
Пĕлме:
Дополнительную информацию можно получить по телефону – (8352) 44-00-72 или на сайте - http://help21.ru/.
ФОНД «ПЕРЛЕ»
428013 Чувашская Республика, г. Чебоксары, ул. Калинина, д. 66, ком. 320
ОГРН 1202100003258
ИНН 2130218273
КПП 213001001
Расчетный счет № 40701810475000000143 в Чувашском отделении N8613 ПАО Сбербанк г. Чебоксары
Кор.счет 30101810300000000609
БИК 049706609
Код ОКПО 44104999
Назначение платежа:
для физических лиц: «Акция «Своих не бросаем»
для предприятий: «Благотворительная финансовая помощь по письму №70 от 27.09.2022».