«Чӑваш Республикин территорийӗнче референдумсем пысӑк шайра иртнĕ», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ

«Вместие.рф» телеканала интервью панă вăхăтра ку пирки пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Чăваш Республикинче те ҫĕршыври ытти регионсенчи пекех Донбассран пирĕн тăрăха куҫса килнисене валли пĕр тан лайăх условисем хатĕрлесе тăратнă референдума хутшăнма. Çак кунсенче Донецк тата Луганск Халăх Республикисенче, Херсон тата Запорожск облаçĕсенче Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕресси çинчен референдум  лайăх иртрĕ», - тесе хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Чăваш Енре пурĕ тăватă  ятарлă сасăлав пункчĕсем йĕркеленĕ.

«Палăртма кăмăллă, Раҫҫей йышне халăх хапăл тусах хутшăнма кăмăл тунă. Саккунпа килĕшӳллĕн мĕнпур условисене йĕркеленĕ. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, Чăваш Енре ирттернĕ референдум питĕ лайăх иртнĕ, йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та пулман», -  пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.     

«Вырăс халăхĕпе пĕрле пулас текенсем пĕр чăмăра пухăнма пултарчĕҫ.  Сакăр ҫул ытла нуша курса пурăннисем, паян ырă пурнăҫа шанса хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăҫа кĕртеҫ.  Эпир хамăр енчен май пур таран пулăшма пултарайратпăр, пĕтĕмпех витĕм кӳме тăрăшăпăр.  Чăваш Республики яланах шанчăклă юлташ пулнă, ӳлĕмрен те ҫапла пулĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн йышне кĕнисене хапăл тусах йышăнатпăр», - тенĕ вăл.

 



28 сентября 2022
10:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter