Призыв комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ
Чăваш Енре пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пысăк предприятисенче тăрăшакансене мобилизацирен хăтарас ыйтăва пăхса тухĕç. Кун çинчен призыв комиссийĕн ларăвĕнче калаçрĕç. «Тулли мар мобилизаци пуçаланнă пулин те республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн вăйне чакармалла мар», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Раççейре тулли мар мобилизаци йĕркеленĕ хыççăн çĕршывĕпех тĕрлĕ сас-хура сарăлма тытăннă. Вĕсенче суя информаци те сахал мар. Халăха мобилизаци çинчен вăхăтра тата тĕрĕс ăнлантарас тĕллевпе Интернет уçлăхĕнчи help21.ru сайта хушма информаци кĕртнĕ, Телеграмра вара «Все о мобилизации в Чувашии» чатра бот ĕçне йĕркеленĕ. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина каланă тăрăх, социаллă сетьпе сайтсене тăтăшах Раççей Правительстви çумĕнчи координаци центрĕнчен килекен информаципе çĕнетсе тăраççĕ. Чăваш Республики тулли мар мобилизаци йĕркелес енĕпе çĕршыв президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçлассипе ĕçлет.
Ĕнер çара каякансен пĕрремĕш ушкăнне ăсатрĕç. Чи малтан ят тухнисен шутĕнче – çарта пулнисем тата ятарлă çар специльноçĕ пуррисем. Мобилизацине пурте лĕкмеççĕ. Çак йыша ятарлă профессисенче тата пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ предприятисенче тăрăшакансем те кĕреççĕ. «Атăл» çар бататльонĕ таракансене тата ытти салтаксене тĕрев пама «Пĕрле» аталану фончĕ ятарлă счет уçнă. Унта вара кирек кам та пулăшу укçи хывма пултарать.