Ҫар ҫыннисем валли кирлĕ ятарлă кулленхи хатĕрсене Чăваш Енре централизациленĕ майпа туянма палăртаҫҫĕ

Ҫар ҫыннисем валли кирлĕ ятарлă кулленхи хатĕрсене Чăваш Енре  централизациленĕ майпа туянма палăртаҫҫĕ

 «РБК ТВ телеканалĕн «Ку мĕне пĕлтерет» программин ĕҫченĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, кун пирки тĕплĕн каласа панă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Чи малтанах эпир Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен, резерв пайĕнчен кирлĕ пек тĕреве куҫарса пама шухăшлатпăр. Укҫа-тенкĕ ҫар тивĕҫĕсене пурнăҫлакан яшсене валли тăкакланасси куҫ кĕретех. Хӳтĕлев хатĕрĕсене, кулленех пурнăҫра усă курăнакан таварсене илме плана кĕртнĕ.  Асăннă ыйтупа регионти предприятисемпе организацисем те хапăл тусах ĕҫлеме килĕшнĕ. Вĕсем ырă кăмăлпа пулăшасси пирки пĕлтереҫҫĕ», – тесе хыпарланă вăл.

Сăмах май, регионта «ПЕРЛЕ» ырă кăмăллăх фончĕ ĕҫе тытăннă. Унăн ятарлă счетчĕ ҫине халăхран ырă кăмăлпа сахал мар укҫа пухăнма пултарассине те шанатпăр.  Пур-пĕрех юлашки вăхăтра интернет уҫлăхĕнче ытти хăш-пĕр аккаунтсем вăй илсе пыма пуҫларĕҫ. Халăхăн питĕ тимлĕ пулмалла, ултавҫăсен аллине лекмелле мар. «Ыйтăва уҫăмлатас тесе, право хуралĕнче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме пуҫланă.  Ҫынсем тĕллевсĕр укҫа-тенкĕпе усă курасран, кирлĕ кирлĕ мар аккаунтсене ĕненсе, пĕлмесĕр тăкакланассинчен ятарлă служба ĕҫченĕсем те кулленех сыхă тăраҫҫĕ», – тенĕ.  Кун пирки те кĕскен лайăх ăнлантарса панă вăл.

Частичнăй майпа  салтаксене мобилизацилессине регионта планпа килĕшӳллĕн пурнăҫласа пыраҫҫĕ.  «Паянхи куна илес пулсан, ĕҫсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Халăх та лăпланчĕ. Чи малтанах, мĕнпур ыйтусене тĕплĕн ăнланманнине кура, хăш-пĕр  хумхануллă самантсем пурччĕ. Призыв комиссийĕсен ларăвĕсем те кулленех пулса пыраҫҫĕ. Кирек-епле ыйтăва та туххăмрах татса пама пулать. «Хĕрӳ лини» регионта пĕр канми ĕҫлет.  Халăх шанать, ăнланать, йывăр лару-тăрура пĕрне-пĕри пулăшса ăнланса ĕҫлесе пымаллине пĕлет», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Раҫҫей Президенчĕ палăртнă тĕллеве пурнăҫа  туллин кĕртнине каланă. Ҫӳлерех асăннă ыйтăва кулленех тĕрĕслеве илнине, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине каланă. Ҫар тивĕҫне пурнăҫлассинче ятарлă специалистсене, пысăк профессионалсене явăҫтарассипе те ĕҫлеме палăртнине, май пулсан, резервра тăракан хăш-пĕр граждансен вырăнне вĕсене вырнаҫтарсан та аванрах пулассине шанса каланă вăл сăмаха ҫавăрнă май.       



29 сентября 2022
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter