Чӑваш Енре студентсене ОПК предприятийӗсене явӑҫтарма ятарлă хушма майсем пӑхса тухӗҫ

Чӑваш Енре студентсене ОПК предприятийӗсене явӑҫтарма  ятарлă хушма майсем пӑхса тухӗҫ

Санкцисен пусăмĕсен вăхăтĕнче Чăваш Республикин экономикине аталантарассине пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ штаб президиумĕн ларăвĕнче кун пирки шăпах та, каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Оборонăпа промышленноҫ комплексĕсем валли кирлĕ специалистсем хатĕрлесе кăларас ыйту пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.

 Регион экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ организацисене кредит парасси, кредит каникулĕсем вăя кĕни, патшалăх закупкисен ĕç-хĕлне ансатлатни, бизнес тĕлĕшпе административлă чăрмавсене сирни, вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелекен предприятисене компенсаци памалли вăхăт тăсни тата ытти те кун йĕркинчи тĕп ыйтусен шутĕнчех.

Чăваш Енĕн Минпромэнерги палăртнă тăрăх, производство калăпăшĕ кулленех ӳссе пырать, ҫитес ҫул валли калăпăр, ӳсĕм виҫĕ хут та хăпарасси куҫ кĕретех теҫҫĕ ведомство ертӳҫисем.   Авăн уйăхĕн тĕлне ОПК пиллĕк организацийĕсенче пурĕ 629 ҫын  ҫителĕксĕр пулни  паллă. Хальлĕхе 300-ше вырнаҫтарнă тата та 120 пирки ыйтусене тĕплĕн пăхса тухаҫҫĕ. Ĕҫе специалистсене вырнаҫтарассипе ытларах кану кунĕсенче документсене хатĕрлесе пыраҫҫĕ. Ку тĕлĕшпе ыйту ҫивĕчленсех пырать, апла пулсан, пуласлăхра тата та специалистсем кирлĕ пулассине хыпарлаҫҫĕ Чăваш Республикин Минпромэнергийĕнче вăй хуракансем.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине предприятисемпе  тачă ҫыхăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă. Хăш-пĕр уйрăм специалистсене аслă пĕлӳ илнĕ вăхăтрах организацисене вырнаҫтарса пырсан аван пума пултарассине те  палăртнă.  «Ку пек ĕҫлесен кадр ыйтăвне туххăмрах уҫăмлатса пыма та аван пулĕ. Куҫăм формăпа вĕренекенсене е каҫхине те тата ытти форма ҫине куҫарсан тен меллĕ. Ҫамрăксем алла диплом илсенех, ĕҫе вырнаҫса пыччăр.  Предприяти ертӳҫисемпе мĕнпур ыйтăва тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явма тăрăшмалла, кирлĕ пек йышăнусем туса пымалла», – тесе каланă вăл.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров ОПК предприятийĕсем валли республикăра 11 вĕренӳ заведенийĕнче ятарлă  специалистсене хатĕрлесе кăларнине хыпарланă.  Пĕтĕмпе республикăра 2,5 пин студент тарăн пĕлӳ илсе пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.     Палăртма кăмăллă, аслă шкулсенче те ăс пухакансем сахал мар, кăтарту пысăк – 900 танлашать. «Г.А. Ильенко ячĕпе хисепленсе тăракан «ЭЛАРА» Наукăпа производство комплексĕ» АОра патшалăх влаҫ органĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлекен генеральнăй директорĕн ҫумĕ Наталия Партасова хăйĕн сăмахĕнче сăмаха малалла тăснă май, кăҫал ака уйăхĕнчен пуҫласа предприятинче кадрсене туллин хатĕрлессипе ятарлă пысăк программа йышăнса пурнăҫа кĕртсе пынине хыпарланă.  Паянхи куна илес пулсан 790 ҫын ĕҫе вырнаҫнине пĕлтернĕ вăл. Пур-пĕрех ку ҫителĕксĕртерех пулнине асăннă ертӳҫĕ.  Организацинче тата та 388  пушă вырăн пур тесе палăртнă вăл сăмах май. «Пирĕн пата ĕҫлеме килес текенсене валли ятарлă курс йĕркеленĕ, паянхи куна 56 ҫын вĕренет.  Ĕҫе 64 ҫынна вырнаҫтарнă», – тесе хыпарланă вăл.   Сăмах май, предприятинче тăрăшакан чи ăста та пысăк пĕлӳллĕ специалистсен ҫемйисене тĕрев пама хушма йышăнусем те пăхса хăварнине хыпарланă вăл, пĕр сăмахпа каласан, вĕсен ыйтăвĕсене май пур таран тивĕҫтерсе пыма тăрăшнине асăннă.

Чăваш Республикин Минпромэнергийĕ тата Чăваш Республикинчи Ĕҫлев министерстви кирлĕ пек мĕнпур специалистсене ҫивĕч тĕрĕслеве илнĕ.  Чи кирлĕ профессисене тĕпе хурса, вĕсем  ҫине ытларах  тимлĕх уйăрма палăртаҫҫĕ.   Республикăра кирлĕ чи ăста специалистсене хатĕрлесе кăларассипе мĕнпур вĕренӳ учрежденийĕсенче тимлĕ ĕҫлесе пыраҫҫĕ.   Техникумсемпе колледжсенче пĕлӳ илекенсем вĕренсе тухсан тӳрех организацисемпе предприятисенче ĕҫе вырнаҫса пыччăр тесен,  кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе пыраҫҫĕ.   Паянхи пурнăҫ таппинче   ĕҫ профессийĕсеме анлăрах ĕҫлесе пыма тăрăшни те куҫ кĕретех.



29 сентября 2022
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter