Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери "Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ" форум шайĕнче уҫнă

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери "Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ" форум шайĕнче уҫнă

«Спорт – пурнăҫ норми» федераци программипе килĕшӳллĕн, «Демографи наци проектне тĕпе хурса» Шупашкар районĕнче Ишлей салинче «УНГА» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнă.

Видео ҫыхăну мелĕпе уҫă калаҫăва  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн помощникĕ Игорь Левитин, Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕ Олег Матыцин хутшăннă.

Икĕ ҫул хушшинче ҫакăн пек чаплă спорт керменне хута яма тĕрев панăшăн Раҫҫей Федерацийĕн Правительствине, РФ Спорт министерствине тав тунă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Спорт инфратытăмĕ ҫав тери хăтлăланнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Шăпах та, кăтартусем лайăх пулнине кура, спорт инфратытăмне аталантарассипе Чăваш Ен ҫĕршывра чи ăнăҫлă ĕҫлекен ултă регион шутне кĕнĕ. Асăннă тапхăрта пĕтĕмпе республикăра спорт объекчĕсене 28 хута янă тата тепĕр виҫҫĕшне ҫĕклесе лартма плана кĕртнĕ.

«Ишлей салинче пĕтĕмпе 3,5 пин ҫын пурăнать. Кӳршĕллĕ ялсенче тата тепĕр 200 ҫын ытла. Халăх спорт комплексне тума 2013 ҫултах ертӳҫĕсенчен ыйтнă пулнă.  Паян вара палăртма кăмăллă, «Спорт – пурнăҫ норми» федераци проектне тĕпе хурса чаплă спорт комплексĕ хута кайнă. Условисем лайăх, пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе килĕшсе тăраҫҫĕ», – тесе каланă Олег Николаев.

Спорт комплексĕ шкулпа юнашар вырнаҫнă. Вĕренӳ учрежденийĕнче пĕтĕмпе 500 ача ăс пухать.  «Питĕ аван, малашне ачасем пĕрле пухăнса хăйсен сывлăхне ҫирĕплетейреҫҫĕ, спортри ăсталăха туптама пултарайраҫҫĕ.    Тепĕр тесен, физкультура урокĕсене те ирттерме те питĕ ансат. Спорт хатĕрĕсем ҫителĕклĕ», – палăртнă республика Пуҫлăхĕ.

«Ҫĕршывра промышленноҫ тытăмĕнче вăй хуракансем тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăларассипе ăста. Спорт хатĕрĕсем питĕ чаплă. Пысăк технологисен витĕмлĕхĕ куҫ кĕретех», тесе ҫапларах каланă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Помощникĕ Игорь Левитин.

«Раҫҫей – спортпа туслă ҫĕршыв» форум та пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашма май парать, пĕрне-пĕри ăнланса тухăҫлă ĕҫлесе пыма, спортри ӳсĕмсемпе палăрма витĕм кӳрет.  Ку вара чи пахи.  Пурне те ăнăҫусем, сывлăх, ҫĕнтерӳсемпе палăрма вăй-хал сунатăп»,  – тесе каланă Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕ Олег Матыцин.

Чăваш Енре пурăнакансем спортпа яланах туслă пулнă.  Пурнăҫ норми пулса тăнă кашни ҫыншăн спорт.  Регионта спорт инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарассипе те хастар тăрăшса пыраҫҫĕ.  Ҫĕршыв Президенчĕ 2030 ҫулсем тĕлне кулленех спорта ҫӳреме кăмăл тăвакансен йышне 70 процента ҫитерме тĕллев лартать.  Ку ыйтăва регионта пурнăҫа кĕртессипе хастар ĕҫленине каланă Чăваш Республикин спорт министрĕ  Василий Петров. "Пĕтĕмĕшле пирĕн республикăра спорта ҫӳрекенсем  51 процент.  Ку тĕлĕшпе кăтарту малалла ӳссе пырасси куҫ кĕретех. Тин ҫеҫ хута кайнă спорт  комплексĕ те ҫынсене ытларах та ытларах спорта явăҫтарассине шанатпăр.   Спорт комплексĕнче ачасемпе пĕрле аслисем  пĕр тан пĕрне-пĕр пулăшса спортри ăсталăхне, хăйсен сывлăхне ӳстерсе пырассине ĕненетпĕр», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă вăл.  



29 сентября 2022
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter