Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче Правительство виçĕ саккун проектне ырларĕ, ытти ыйтăва пăхса тухрĕ.

Инвестици ĕç-хĕлне пулăшасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси чи малтанах патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ формине ĕçе кĕртессипе çыхăннă. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов тӳрлетӳсем çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлама пулăшассине палăртрĕ. Сăмах инженери тĕпчевĕсем валли, проект хатĕрлеме, проект документацине экспертиза витĕр кăларма каякан тăкаксене саплаштарасси пирки пырать. Хальччен çак ĕçсем валли патшалăх пулăшу уйăрман.

Муниципалитет округĕсем туса хунă май Правительство Улатăр, Вăрнар, Пăрачкав, Шăмăршă, Етĕрне муниципалитет округĕсен чиккисене çырса кăтартнине çирĕплетрĕ — тивĕçлĕ саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕ. Строительство министрĕ Павел Данилов çирĕплетрĕ: саккун проекчĕ асăннă районсен чиккисене улăштармасть, куçми пурлăх хуçисен прависене те пырса тивмест. Раштавччен ытти округ чиккисене çырса кăтартнисене те çирĕплетме палăртнă.

Документсен обязательнăй экземплярĕ çинчен калакан саккун проектне кĕртме сĕннĕ улшăнусемпе культура министрĕ Светлана Каликова паллаштарчĕ. Вĕсем пичет кăларăмĕн обязательнăй экземплярне архива илсе çитермелли йĕркене тата вăхăта пырса тивеççĕ. Министр шучĕпе, çĕнĕлĕх пичет кăларăмĕсен редакцийĕсем çине лекекен тиеве çăмăллатĕ. Саккун проектĕнче хаçатсене тиражăн пĕрремĕш партийĕ тухнă кун архива илсе çитерессине палăртнă. Кĕнекесемпе брошюрăсем, журналсем тĕлĕшпе вара аплах васкама кирлĕ мар — вĕсене архива илсе çитерме 7 кун уйăрнă.

Меллĕ самантпа усă курса Олег Николаев документсене икĕ чĕлхепе — вырăсла тата чăвашла — обязательнăй йĕркепе пичетлемелли пирки асăрхаттарчĕ. Юлашки вăхăтра саккунсен чăвашла тексчĕсене пичетлес тĕлĕшпе ыйтусем пулнă май çакă калаçу çуратнине кура вăл хăйĕн администрацийĕн, Культура тата Цифра аталанăвĕн министерствисен ертӳçисене çак темăна тĕплĕ тишкерме, çитменлĕхсене тупса палăртма хушрĕ: «Ку укçа-тенкĕпе çыхăннă тăк – çак ыйтăва та татса памалла. Саккунсене пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ».

Йывăç-тĕм лартмалли, ял-хула территорийĕсене хăтлăлатмалли конкурса пĕтĕмлетнĕ — çĕнтерӳçĕсене субсиди парса хавхалантарĕç. Строительство министрĕ Павел Данилов çакăн валли пилĕк номинаципе пĕтĕмпе 408 пине яхăн тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Çĕнтерӳçĕсен ретĕнче — Йĕпреçри «Радуга» ача сачĕ, Куславккари «Атăл» физкультурăпа сывлăх комплексĕ, Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнчи Ленин урамĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Семенов урамĕнчи 37-мĕш çурт тата Шупашкарти Автономлă урамра пурăнакан С.Платонова хуçалăхĕ.

Физкультурăпа спорт учрежденийĕсенчи ĕç укçи çинчен калакан положение улшăнусем кĕртессине çирĕплетрĕç. Спорт министрĕ Василий Петров пĕлтернĕ тăрăх, тӳрлетӳсем республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ /кĕрешӳ, лаша спорчĕ, шывра ишесси, йывăр атлетика, хоккей/ тата никĕс шайĕнче тесе палăртнă /унашаллисем халь икĕ теçетке — футболран пуçласа фитнес-аэробика таран/ спорт тĕсĕсен списокĕ çĕнелнипе çыхăннă. Тепĕр самант — Раççей шайĕнче тренерсене çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх преми тӳлемелли чикке пăрахăçлама сĕнни. Халь преми виçĕ окладран ытла пулмалла мар — малашне çак чикĕ сирĕлĕ. Патшалăхăн спорт учрежденийĕсен ертӳçисем хăйсен ĕçченĕсене хавхалантарассине ĕç укçин фондне кура хăйсем татса пама пултарĕç.

Кун йĕркинче çакнашкал тепĕр ыйту та пулчĕ — строительство сферин ĕçченĕсене пырса тивекенскер. Республикăн пĕрлехи саккасçă службин сотрудникĕсене тӳлекен преми тĕлĕшпе те «çулталăкра икĕ окладран ытла мар» текен чикĕ пулмасть. Строймин ертӳçи çавăн пекех ĕç укçи валли уйăрнă лимит шучĕпе вĕсене хахалантару тӳлевĕ парассине çирĕплетме те ыйтрĕ — хирĕçлемерĕç. Сăмах май, асăннă учреждени штачĕ 70,5 единицăпа танлашать, вăтам ĕç укçи — 47,9 пин тенкĕ.



Хыпар
29 сентября 2022
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter