Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

             Чӑн малтанах ҫакӑ аслӑ ӑрӑва сума суса тав тунине палӑртакан ырӑлӑхпа хисеп кунӗ. Эпир хӑйсен пӗтӗм вӑй-халӗпе пӗлӗвне халӑха халалланӑ, республикӑмӑр аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсене чыслатпӑр.

            Аслӑ ӑрушӑн тӑрӑшасси республикӑра тӗп вырӑнта тӑрать. Пирӗн тӗллев – эсир хӑвӑра патшалӑх пулӑшнине тата халӑх хисепленине куллен туйса тӑма пулӑшакан майсем туса парасси. Паян республикӑра ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмрен аслӑрах 300 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Ватӑсене социаллӑ пулӑшу кӳрес енӗпе патшалӑхӑн социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен 33 организацийӗ тӗллевлӗн тата йӗркеллӗн ӗҫлет.

            Аслӑ ҫулти ҫынсем – аталанӑва хӑват кӳрекен ҫӗнӗ вӑй. Эсир хӑвӑр пухнӑ опытпа пӗлӗвӗре ҫамрӑксене паратӑр, общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнатӑр. Ҫак кун сире пурнӑҫри ҫирӗплӗхшӗн тав тӑватӑп тата эсир пирӗншӗн нимрен хаклӑ пулнине, килес ӑрусемшӗн эсир мӗн туса хӑварнине эпир тивӗҫлипе хакланине палӑртса хӑварас тетӗп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, хастар кӑмӑлпа чун ҫураҫулӑхне сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                     Олег Николаев                                                                        

 



01 октября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter