Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вӑтам професси вӗренӗвӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Вӑтам професси вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Вӑтам професси вӗренӗвӗн тытӑмӗ ырӑ йӑла-йӗркепе пуян, унӑн малтанхи утӑмӗсемпе аталану кун-ҫулӗ ҫӗршыв историйӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Шӑпах професси вӗренӗвӗн мелӗ ҫӗршыва индустриализацилес, халӑх хуҫалӑхӗпе промышленноҫа чӗртсе тӑратас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ.

Паян ҫӳллӗ шайри ӑстаҫӑсене вӗрентсе хатӗрлесси чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев пулса тӑрать. Пирӗн талантлӑ, ӑслӑ та ӗҫчен ачамӑрсем хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса па раяҫҫӗ, ҫакӑ, паллах, вӗсене вӗрентекенсен тата воспитани паракансен хисепе тивӗҫлӗ ӗҫӗ.

Педагогсемпе вӗрентӳҫӗ мастерсене тав тӑвас тетӗп. Шӑпах эсир вӗт кашни ачан пултарулӑхне асӑрхаса аталантаратӑр, хӑвӑрӑн вӗренекенӗрсене тӗрӗс ҫулпа уттаратӑр, вӗсене пӗлӳ паратӑр, йывӑр самантра пулӑшатӑр.

Пурсӑра та ҫитӗнӳсем тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                           Олег Николаев

 



02 октября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter