Олег Николаев Чӑваш Енре иртнĕ ташӑ спортне хутшăнакансене саламланă

Олег Николаев Чӑваш Енре иртнĕ ташӑ спортне хутшăнакансене саламланă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн икĕ кун хушши ташă спорчĕн ăмăртăвĕсем регионта иртнĕ.

 Палăртнă спортăн ăмăртăвĕсене 20 ҫул ытла  республикăра ирттереҫҫĕ. Спорт уявне пухăннисене  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров ăшшăн саламланă.  

Ташă спортне хутшăннисене саламланă май, регион Пуҫлăхĕ спорт тĕсĕ ҫыннăн кăмăл-туйăмĕпе ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма, сывлăхне ҫирĕплетме май панине асăннă. «Ҫулсерен  спорт ăмăртăвĕсене хутшăнас текенсен йышĕ ӳссех пырать.  Пултаруллă ачасем пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашса, ҫитĕнӳсе патне ăнтăлассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Кирек-епле ăмăрту та яланах ҫĕнтерӳпе вĕҫленет», - тенĕ республика  Пуҫлăхĕ.  Уява пухăннă мĕнпур ҫынна савăк кăмăл-туйăм, ăмăртура мала тухма вăй-хал, ҫирĕп сывлăх суннă.  

Ăмăртусен тĕп судйи Ольга Москалева саламланă. «Чăваш ҫĕрĕ ҫинче ташă спортне юратакан яш-кĕрĕм чылай.  Раҫҫей чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫăклеме, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса ташă спорчĕн пĕлтерĕшне ӳстерсе пыма сунатăп», - тенĕ вăл.

Торжествăлла пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, ҫамрăк ачасем медальсем ҫĕнсе илессишĕн тупăшнă.  Палăртса хăваратпăр, ташă спорчĕн ăмăртăвĕсене ҫĕршыври 14 регионтан ăстаҫăсем хутшăннă, хĕр ачасемпе арҫын ачасем ҫичĕ ушкăнра хăйсен ăсталăхне кăтартса наградăсем тивĕҫессишĕн тупăшнă.



03 октября 2022
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter