Юпа уйăхĕн 28-мӗшӗнче Атӑл леш енче газа хута яма палӑртнӑ

Юпа уйăхĕн  28-мӗшӗнче Атӑл леш енче газа хута яма палӑртнӑ

 Кун пирки Чăваш Республикин Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ кашни эрнере пулакан планеркăра пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Ҫитес вăхăтсенче Атăл леш енне газ кĕртме план тăватпăр.  Асăннă территоринче социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарса  пыма  май парĕ.  Малтанласа палăртса хунă тăрăх, паллă пулăма юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче туса ирттерме тĕллев лартатпăр.  Пĕтĕмпех хамăртан килет, ĕҫсене епле пурнăҫласа пынинчен», – тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Графика ҫирĕп пăхăнса мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыма асăрхаттарнă муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисене.  «Пирĕнтен ҫирĕп ыйтаҫҫĕ. Палăртнă тĕллеве туллин пурнăҫа кĕртмелле.  Енчен те кĕтмен ҫĕртен пăтăрмахсем, е тата чăрмавсем сиксе тухаҫҫĕ пулсан, вĕсене ҫийĕнчех татса пама тăрăшмалла, мĕнпур ыйтăва уҫăмлатассишĕн вăй хумалла.  Палăртнă ĕҫсене вăраха тăсса пурнăҫласа пыма ирĕк ҫук. Пурин те хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласа пыма пĕлмелле», – тесе хушса каланă вăл.   Сăмах май, Олег Николаев 2021 ҫулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне  те алă пусса ҫирĕплетнине асăнса хăварнă. Муниципаллă районсемпе хула округĕсене  республика хыснинчен хума укҫа-тенкĕ уйăрассине палăртнă.  Кун пек ĕҫе йĕркелеме эпир икĕ енлĕн пăхса хăварнă. «Объектсем кивелсе ҫитнĕ, ăна кура хутса ăшăтмалли тытăмсем япăхлансах пыни паллă. Тăкак вĕсен пысăк. Кашни муниципалитет пысăк парăма кĕрет, укҫа-тенкĕне вăхăтра саплаштарса пырайманни те куҫ кĕретех. Апла пулсан, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута ярассипе, киввисене ҫĕнетсе улăштарассипе те ĕҫсем хастар пулса пыраҫҫĕ регионта.  Коммуналлă хуҫалăх тытăмне модернизацилеме инфратытăм бюджет кредичĕсене парса пулăшаҫҫĕ. Вĕсемпе те усă курса пыни паллă.  Энергоресурсемпе усă курнăшăн тăкаксене вăхăтра саплаштарса пырассишĕн  ҫине тăрсах ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Газпром пысăк калпăшлă инвестици проекчĕсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет.  Республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пысăк предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет", – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.    Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов  ЖКХ организацийĕсен парăмĕ чылай пухăнса пынине асăннă хăйĕн сăмахĕнче.  Пур-пĕрех пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăтартусем чакса пынине пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи, вăтамран 14,6 процент чухлĕ чакса пынине палăртнă вице-премьер.  Сăмах май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ 2022/23 ҫулхи хутса ăшăтмалли тапхăр пирки кĕскен каласа хăварнă, мĕнпур ыйтăва тĕплĕн уҫăмлатнă.   Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне социаллă сферăри объектсене пĕтĕмпех ăшă илсе ҫитернĕ. Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуҫласа регионти мĕнпур объектсене туллин газпа твĕҫтернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пур ҫĕрте те ăшă ҫитни куҫ кĕретех.      

 



03 октября 2022
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter