Чӑваш Ен Уганд Республикипе ĕҫлĕ ҫыхăнăва аталантарма палӑртать

Чӑваш Ен Уганд Республикипе ĕҫлĕ ҫыхăнăва аталантарма палӑртать

Раҫҫей Федерацийĕнчи Уганда Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе  Мозес Кизигепе ĕҫлĕ  тĕлпулу ирттернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Машинăсем кăларас ĕҫре пĕр-пĕриншĕн  республикăсем усăллă пуласса палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Ял хуҫалăх пайĕпе электротехника тытăмĕнче те пĕрлехи проектсемпе ĕҫлесе пыма условисем пуррине палăртнă Ертӳҫĕ. «Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ машинăсем тирпейлесе кăларассипе пысăк промышленноҫ предприятийĕсем ĕҫлеҫҫĕ. Агропромышленноҫ тытăмĕнче пурнăҫланан проектсем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕхре тесен те йăнăшах мар пулĕ», - тесе палăртнă Олег Николаев  сăмаха малалла тăснă май.  «Паллă, Раҫҫей Федерацийĕпе  Уганда Республики хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну сарăлсах пырать.  Республикăсем пĕр-пĕриншĕн усăллă та тата пĕлтерĕшлĕ те», - тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.

Маларах Уганда делегацийĕ  пирĕн республикăра хăйсене кăсăклантаракан предприятисене ҫитсе килнĕ, вĕсен ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă.  «Промтрактор» завод, «АККОНД» АО, И.Н. Ульянов ячĕпе хисеплесе тăракан  аслă шкулăн ĕҫĕсемпе кĕскен паллашса тухнă.  Вăрнар районĕнчи «Август» фирмăпа та кăсăкланнă хăнасем, «Таябинка» агрофирма ĕҫĕ те вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă.     

Мозес Кизиге  хăйĕн сăмахĕнче Угандăра нефть трубопроводне хута яма палăртнине хыпарланă.  Унăн тăршшĕ 1500 ҫухрăм тăсăлассине те пĕлтернĕ сумлă хăна.  «Эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, пире кирлĕ ĕҫ хатĕрĕсем пĕтĕмпех тракторсем кăларакан заводра пуррине.  Пĕр-пĕринпе ĕҫлĕ килĕшĕве пăхса тухма та калаҫса татăлтăмăр завод ертӳлĕхĕпе», - тесе пĕлтернĕ вăл.  Тепĕр пысăк проект - вĕсен тăрăхĕнче типĕ сĕт тирпейлесе кăларассипе аванах ĕҫлеҫҫĕ.  Пирĕн тăрăхра тирпейленсе  тухакан тавар Чăваш Еншĕн питĕ те усăллă пулассине те шансах тăратпăр тенĕ вăл. Юлашки ҫулсенче эпир усă куракан удобренисем пĕтĕмпех Раҫҫй Федерацийĕн предприятийĕсенче тирпейленсе тухаҫҫĕ.  Ку тĕлĕшне Чăваш Республики пирĕншĕн ҫирĕп партнер пулса тăрасса та эпир ĕненнине каланă  вăл.  Ял хуҫалăх пайĕпе пĕрле килĕшсе ĕҫлеме тĕллев лартассине те хыпарланă сумлă хăна.   Вĕренӳ пайĕ те кăсăклă пулнă пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ делегацийĕшĕн. Студентсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса пырсан, пĕр-пĕриншĕн усăллă пысăк профессионалсем те пулса тăма пултарайраҫҫĕ.  Чăваш Енри аслă шкулсенче пирĕн тăрăхран  сахал мар студентсем пур.  Пуласлăхра ытларах та ытларах студентсене Чăваш Ене вĕренме кĕме витĕм кӳме пултарайрассине те палăртнă вăл.   

Раҫҫей Федерацийĕнчи Уганăн Посолĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн мухтаса тав тунă,  Чăваш Енĕн делегацине хăйсем патне пыма йыхравласа хăварнă.  Пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртме, пĕрле пĕрне-пĕри ăнланса тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă вăл.



04 октября 2022
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter