Ентешсем пĕрле пухăнса савăннă

Республикăра Мухтавлă ентешсен çулталăкне палăртнă май октябрĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Патăрьел ентешлĕхĕн кунне паллă тунă. Мероприятие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ентешлĕхĕн председателĕ Александр Миронов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сăмах илнĕ май Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикишĕн, пуласлăхĕшĕн малалла та май пур таран тăрăшса ĕçлеме суннă.

- Хамăрăн пĕчĕк тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлеме питĕ кăмăллă. Пирĕн ачасемпе мăнуксем Патăрьел çĕрĕнче çуралса ỹснишĕн мухтанма пултарччăр, - тенĕ Рудольф Васильевич.

Савăнăçлă лару-тăрура ентешсене "Патăрьел районне - 95 çул" юбилей медалĕпе, ытти сумлă наградăсемпе чысланă.

Патăрьел районĕнче мĕн авалтан тĕрлĕ наци халăхĕ пĕрле килĕштерсе пурăнать, çавна Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕ те, культури те пуян. Çакна уява килнисем те куравсемпе паллашса курса ĕненнĕ.

 Уяв районтан тухнă тата ытти артистсен концерчĕпе вĕçленнĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



04 октября 2022
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter