Олег Николаев Телейлӗ ачалӑх ҫулне халалласа "тӳрӗ лини" ирттернӗ

Олег Николаев Телейлӗ ачалӑх ҫулне халалласа "тӳрӗ лини" ирттернӗ

"Тӳрӗ лини" кăларăм вăхăтĕнче пĕтĕмпе  ҫынсенчен  300 ыйту килсе ҫитнĕ, колл-центра 120 ыйту пухăннă, яндекс-формăпа йĕркеленĕ сервиса 117 ыйту пуҫтарăннă.

«Тĕрĕ лини» мелĕпе ирттернĕ кăларăм вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пĕтĕмпе 30 ытла ыйту ҫине хурав панă.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионта пурăнакансемпе телейлĕ ачалăх пирки ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă, асăннă темăна анлăн ҫутатса панă. Палăртса хăваратпăр, шăпах та ҫитес 2023 ҫула Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕ тесе йышăнма палăртнă.

Палăртнă мероприятине пултаруллă ачасемпе ҫамрăксен «Эткер» ятлă центрĕнче ирттернĕ.  Вăл яланхи пек мар форматпа иртнĕ.  Икĕ сехет хушшинче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  ҫамрăк ачасемпе уҫҫăн канашланă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.  Сахал мар республикăри районсемпе хуласенче пурăнакансенчен тĕрлĕ ыйтусем пуҫтарăннă.  Колл-центра яланхи пекех социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе ашшĕ-амăшĕсем шăнкăравланă, телейлĕ ачалăх темипе хăйсене кăсăклантаракан  ыйтусене илсе ҫитерме тăрăшнă. «Тӳрĕ лини» кăларăм вăхăтĕнче видео шăнкăравсем те пулнă, вăл ыйтусене те регион Пуҫлăхĕ итленĕ, тивĕҫлĕ хуравсем панă.    «Пуриншĕн те питĕ усăллă та тĕплĕ калаҫу пулчĕ.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче манăн хамăн та тĕрлĕ пуҫаруллă шухăшсем ҫуралчĕҫ.  Паллă, ыйтусене уҫăмлатас тесессĕн, кулленех курса канашламалла, тĕл пулмалла. Эфира манăн ĕҫтешĕмсем те сăнарĕҫ пулĕ.  Вĕсем те Телейлĕ ачалăх ҫулталăкне халалланă мĕнпур мероприятисене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшасса ĕненетĕп.  Нумайăшĕн ырă шухăшсем пуҫа килчĕҫ пулĕ.  Ҫитес вăхăтсенче эпир мĕнпур ыйтусене пĕрле пухăнса сӳтсе явма тăрăшăпăр.  Пĕр сĕтел хушшинче пухăнса, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне тĕпе хурса тивĕҫлĕ пек мерăсем йышăнса хăварăпăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     

Регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май, эфир вăхăтĕнче килсе ҫитнĕ мĕнпур ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве, вĕсенчен кашни тивĕҫлĕ хурав илессине те асăннă.  «Паян тăратнă ыйтусем кашни хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене татса парас тесессĕн комплекслă ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.  Тепĕр хут аса илтерсе хăваратпăр,  пирĕн патне шăнкăравласа тухнă ҫынсем  ҫитес вăхăтрах хурав илĕҫ.  Йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене уйрăмах тĕрĕслеве  илĕпĕр», - тесе шантарнă регион Пуҫлăхĕ. 

Пухăннă ыйтусенчен ытларах пайĕ шкулсене хăпартса лартас е тата вĕсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарас, нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртес, ача-пăчасене вылямалли тӳремсене юсаса улăштарас, хăрушсăрлăх ачалăх, сывлăх сыхлавĕ, ҫамрăксен пуҫаруллă проекчĕсем е тата ыттисем те.  Ачалăх енĕпе ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме хатĕрленĕ ĕҫсем пирки те хыпарланă вăл эфир вăхăтĕнче.  Телейлĕ ачалăхăн логотипĕ пирки сăмах пуҫарнă, кашни хăйĕн шăхăш-кăмăлне пĕлтернĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, питĕ кăсăклă иртнĕ уҫă калаҫу.     Кăларăма пăхас текенсем Наци телерадиокăларăмĕнче , «Россия24»  эфирĕсенче курма пултарайнă е ҫавăн пекех «Чувашская Республика», ВКонтакте социаллă сетьсенче пăхма майсем пулнă.  



05 октября 2022
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter