Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев "МолГород–2022" регионсен хушшинчи вӗренӳ форумне уҫнӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев "МолГород–2022" регионсен хушшинчи вӗренӳ форумне уҫнӑ

 Ҫамрăк яш-кĕрĕмпе уҫă калаҫу ирттернĕ вăхăтра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пуласлăх пирки сӳтсе явнă,  паянхи пурнăҫ таппинчи условисем пирки канашланă.

«Сире пуҫаруллă тата хастар пулнишĕн тав тăватăп.  Эсир тăтăшах ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем хатĕрлетĕр, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тĕрлĕ мероприятисенче вĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартатăр», тенĕ хăйĕн  ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Тĕрлĕ форумсенче Чăваш Енĕн ҫамрăкĕсем яланах малти вырăнта.  Ку питĕ лайăх пуҫару, хăвăра кирлĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассинче те питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Пахалăхне тĕпе хурса, чи лайăх паха проектсем яланах малти вырăна тухса тăраҫҫĕ.  Эсир пурте лайăх ăнланатăр, пĕрне-пĕри пулăшса ушкăнпа ĕҫлесе пыма вĕренни яланах ӳсĕмсемпе палăрма витĕм кӳрет.  Кирек-епле йывăрлăха та туххăмрах татса татса пама ăнкаратăр.  Ҫакнашкал форумсем яланах ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма май параҫҫĕ», – тесе тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. 

Федераци шайĕнче ҫамрăксен юхăмĕн центрĕн ĕҫне пуҫарса яни питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Шанатăп, Чăваш Енĕн яш-кĕрĕмĕ вăл юхăмра тĕп вырăнта пулассине.  Сирĕнтен пуҫаруллă проектсене кĕтетпĕр. Пирĕн пĕрлехи программăна ҫĕнĕрен пăхса тухса, унта проектсене кĕртсе хăварма майсем те тупма тăрăшмалла.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ форматсемпе ĕҫлесе пыма  вĕренмелле.  Тухăҫлăх тени яланах малти вырăна тухмалла, пĕрне-пĕри пулăшса ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ырми-канми вăй хумалла», – тесе каланă вăл.  

Патриотизм ăнлав уншăн мĕн вăл текен ыйтăва та хурав панă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Патшалăхшăн та обществăшăн та тĕп ăнлав пулса тăрать.  Ҫемье пуянлăхĕ, ăс-хакăл тĕнчи, наци пĕлтерĕшĕ  яланхи пекех чи малти вырăна тухса тăраҫҫĕ.  Пирĕн чăвашсен хăйсен йăли-йĕркипе культури пур.  Истори тĕлĕшĕнчен те пуян халăх, вĕсен тăван чĕлхи ламран- лама куҫса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Кашни ҫыншăн ҫак ăнлавсем тĕп вырăнта.  Ҫын ӳссе тĕрекленсе пынă май, пушшех те ҫӳлерех асăннă ăнлавсен пĕлтерĕшне лайăхрах туйса чухласа пыма вĕренсе пырать.  Хамăрăн Ҫĕршывăмăра хисеплеме, уншăн парăнса ĕҫлесе пыма, юратса унăн ҫитĕнĕвĕсене курса хавхаланса пурăнма вăй-хал хушать.  Эпир хамăрăн Тăван ҫĕршывăмăра нихăҫан та сутмастпăр. Пирĕншĕн тăван кĕтес яланах ырă та паха.  Кирлĕ пулсан, хамăра та шеллеместпĕр, уншăн пурăнма тăрăшатпăр.  Тăван ҫĕршывăмăра хӳтĕлесси – тĕп тĕллев.  Ҫĕршывра пурăнакан халăхăн ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса, яланах саккунсене пăхăнса  ĕҫлеме пĕлмелле», – тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Сăмах май, ҫамрăксемпе канашланă май, РФ йышне хушма республикăсем кĕни пирки те сăмах пуҫарнă. Апла пулсан, пирĕн ҫĕршывăмăр тата та вăйлăрах аталанса пырассине палăртнă. «Халăх нихăҫан та пире хирĕҫ пулман. Вĕсем пирĕн пекех шухăшлама пĕлнĕ, ăс-хакăлпа культура пуянлăхне упрама вĕреннĕ. Донецк тата Луганск халӑх республикисем, Херсон тата Запорожье облаҫӗсем паян Раҫҫей йышне кӗни пирӗншӗн пысӑк истори пулӑмӗ. Хӑватлӑ, тӗрӗслӗхе мала хуракан, йывӑрлӑха лекнисене пулӑшакан ҫӗршывра пурӑннипе мӑнаҫланатпӑр. Донецк, Луганск, Запорожье тата Херсон территорийĕсенче пурăнакансем юлашки сакăр ҫул хушшинче сахал мар йывăрлăха тӳснĕ. Вĕсем пур-пĕрех никама та парăнман, тĕрĕслĕхе ҫиеле кăларассишĕн тăрăшнă. Паян пирĕнпе пĕрле, пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлĕпĕр, ӳсĕмсем тăвассишĕн ырми-ками вăй хурăпăр. Туслăх тата та вăй илсе лайăхрах ҫирĕпленĕ. Тăшмансене пирĕн халăх нихăҫан та парăнман, парăнас та ҫук. Тĕнчере яланах тĕрĕслĕх хуҫалантăр.  Пĕрне-пĕри хисеплеме пĕлмелле, ăнланса ĕҫлесен, ӳсĕм пуласси те часах», – тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«МолГород -2022»  регионсен хушшинчи ҫамрăксен форумне ҫулсеренех пирĕн тăрăхра ирттереҫҫĕ, кăҫалхипе вăл 13-мĕш хут иртет.   Палăртма кăмăллă, кăҫал форума Шупашкартан 500 ытла ҫамрăк яш-кĕрĕм хутшăнма кăмăл тунă.  Чăваш Енĕн районĕсемпе хулисенчен те чылай ҫамрăк хутшăнать асăннă мероприятине.  Пĕр сăмахпа каласан, Атăлҫи федераци тăрăхĕнчен йышлă ҫамрăк пуҫтарăннă. 

Форумăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – ҫамрăксен компетенцийĕсене ӳстересси, професси пĕлĕвне илес текенсене тĕрĕс ҫул-йĕрсем шыраса тупма вĕрентесси, ҫамрăксен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатасси, пултарулăхне вăй илтересси, вĕсен пуҫаруллă проекчĕсене регионта, тĕп хуламăрта пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳресси те актуаллă тĕллевсемех пулса тăраҫҫĕ.

Вĕрентӳ программине ҫичĕ  темăпа ятарлă тӳремсенче йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Ҫамрăксем хăйсене кăмăла каякан темăсене суйласа илсе палăртнă мероприятийĕсене хутшăнайраҫҫĕ.  Патшалăх ҫамрăксен политики, ĕҫлекен яш-кĕрĕм, туризм, экологи, культурăпа пултаруллăх  тата ытти ыйтусем те хăйсен хуравĕсене тупĕҫ.     Палăртса хăваратпăр, форума хутшăнакансем патшалăх ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе тĕл пуласси программăра пур. Уҫă калаҫусем вăхăтĕнче ҫамрăксем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав илĕҫ.   Мероприятисене  хутшăнма Раҫҫейри пысăк бизнесра вăй хуракан экспертсем  килсе ҫитнĕ, вĕсен йышĕ 50 яхăн.  Политика енĕпе, общество ĕҫ-хĕлĕнче, PR тата медиа, маркетинг сферăсенче тăрăшакан ăстаҫăсем чылай. Форум пирĕн тăрăхра юпа уйăхĕн 8-мĕшĕччен пырать.     



06 октября 2022
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter