Хастарлă вăрăм ĕмĕр центрĕ тата иккĕ хута кайĕ Чăваш Енре

Хастарлă вăрăм ĕмĕр центрĕ тата иккĕ хута кайĕ Чăваш Енре

 «КĕмĕлЧун» ятпа республикăра пуҫласа пĕрремĕш форум иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Олег Николаев уҫнă. Паллă пулăма Ватă ҫынсен кунне халалласа ирттернĕ.  Ҫитес ҫулта  аслă ҫултисене пĕр чăмăра пухса вĕсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме май паракан ятарлă центрсене Етĕрнере тата Шупашкар районĕнче уҫма палăртаҫҫĕ.

Хальхи вăхăтра социаллă пулăшу паракан центрсенче пĕтĕмпе «Манăн социаллă центр» активлă вăрăм ĕмĕрлĕ пурăнма май паракан ҫичĕ центр хута кайнă.  Кунта пухăнакансене валли тĕрлĕ условисем пур. Аслă ҫулти ҫынсем хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме, пултарулăх тĕнчине аталантарса пыма, кăсăклă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма, компьютер пĕлĕвне ӳстерме, финанс тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек мĕнпур ыйтусене уҫăмлата пыма пултарайраҫҫĕ. 

«Чăваш Енре социаллă  пулăшу паракан тытăм юлашки ҫулсенче анлăн вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем йĕркеленсе пыраҫҫĕ, ватă ҫынсен ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе тĕрлĕ условисем йĕркеленеҫҫĕ.  Сахал мар проектсем пур, вĕсем пĕтĕмпех пĕрне-пĕри ырă тăвассипе ҫыхăннă. Ватăсем хăйсен ҫулне пăхмасăрах тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма кăмăл тăваҫҫĕ, май пур таран пулăшу кирлĕ ҫынсене тĕрев пама тăрăшаҫҫĕ.  Палăртма кăмăллă, пирĕн регионти хăш-пĕр курăмлă проектсем ҫĕршыв шайĕнче те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕҫ», – тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Эсир компьютер, финанс пĕлĕвне ӳстерсе пырассишĕн ырми-канми вăй хуратăр, хăвăра валли кирлĕ ҫул-йĕрсем шыратăр.  Тепĕр тесен, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашса вĕсене тĕпе хурса ĕҫлеме пĕлетĕр.  Сирĕн паха проектсем халăхшăн чăнласах та, питĕ кирлĕ тата ҫитменнине вĕсем усăллă.  Ҫĕршывшăн та чи паха проектсем пулса тăчĕҫ», – тесе палăртса каланă сăмаха малалла тăснă май Олег Николаев.    Пĕлӳ шайне ӳстерессипе кирек-епле ҫулта та вĕренме май пур. Ватăсем ҫитĕнекен ăрăва тарăн пĕлӳ парассишĕн, вĕсен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пырассишĕн сахал мар тăрăшаҫҫĕ.  Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Енре хастарҫăсен ретĕнче пĕтĕмпе 600 яхăн ҫын  вăй хурать.  Ҫакнашкал форумсене йĕркелесе ирттерни, пулас ăру валли те пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Тепĕр тесен, паянхи пурнăҫ  ыйтакан тĕллевсене те пурнăҫласа пыма питĕ аван.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем йĕркеленеҫҫĕ, кăсăклă ыйтусем те уҫăмлансах пыраҫҫĕ.

«Чăваш Ен Правительстви яланах сирĕн шанчăклă партнер пулса тăма хатĕр.  Сирĕн проектсем пурнăҫа кĕччĕр тесе, пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса ĕҫлесе пыма тăрăшпăр», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   «Патшалăх тата халăх пĕрне-пĕри хисеплесен, май пур таран пулăшса пырсан унта яланах йăла-йĕрке те вăй илсе пырать, туслăх ҫирĕпленет, пуласлăх та лайăх пулать», – тесе чĕнсе каланă тепĕр хут Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

«Чи лайăх кĕмĕл волонтер» ятпа иртнĕ республика конкурсĕнче Шупашкар хулинче пурăнакан Татьяна Тихонова «Волонтер-наставник» ята  тивĕҫнĕ. Николай Кондратьев  – Ҫĕмĕрле тăрăхĕнчен, вăл  «Эковолонтерство» номинацире мала тухнă.  Улатăр тăрăхĕнче пурăнакан Зоя Бусоргина «Социаллă экспресс» номинацире ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.  Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Лина Дмитриева онлайн мелĕпе ирттернĕ сăн ӳкерчĕксен конкурсĕнче хисеплĕ вырăн ҫĕнсе илнĕ.  Вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ пирки вăл аванах чухлать, хăй пек пулма пурне те хавхалантарса пырать.  

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хăйĕн сăмахĕнче кĕмĕл волонтерсен юхăмне хутшăнас текенсен йышĕ ҫулсенех ӳссе пынине пĕлтернĕ. Аслă ҫултсем хăйсен пурнăҫă лайăх ирттĕр тесе чылай тăрăшнине палăртнă ведомство ертӳҫи. «Паянхи куна калас пулсан, аслă ҫултисен ретĕнче ытларах та ытларах волонтерсем пулччăр тесе чылай условисем йĕркеленĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче  тĕрлĕ паха майсем ҫук мар.  Вĕсем культурăпа, вĕрентӳ пайĕпе, сывлăх сыхлавĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.    Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – ҫитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма май паракан ҫул-йĕрсем.  Сусăрсем ҫине те чылай тимлĕх уйăраҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, кама тĕрев кирлĕ, вĕсене часах пулăшма пикенеҫҫĕ. Тепĕр тесен, час-часах ырă ĕҫсем тума хастар ĕҫе кӳлĕнеҫҫĕ», – тесе палăртса каланă вăл сăмаха ҫавăрнă май. 

Волонтерсен витĕмлĕхĕпе ҫулсерен регионта ырă кăмăллăх акцийĕсем 80 ытла ирттеҫҫĕ, пиллĕк пине яхăн ырă ĕҫ пурнăҫа кĕрет.       

Палăртма кăмăллă «Экспересс – асанне» проект Чăваш Енре ҫав тери анлă сарăлнă.  Раҫҫей шайĕнче  вĕсем тĕслĕхре, социаллă пĕлтерĕшлĕ чи лайăх проект ята ҫĕнсе илнĕ, вĕсене диплом парса хавхалантарнă.   Ватăсем кулленех ачасене пăхма васкаҫҫĕ, пĕччен пурăнакансене витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ, сусăр ачасемпе килсенче лараҫҫĕ, ашшĕ-мăшĕсене пулăшаҫҫĕ.

«СКАЗКИ.ru» проект та паха пулса тăнă, вăл та Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче тĕслĕхре, вырăс халăх юмахĕсемпе ачасене онлайн формипе паллаштараҫҫĕ. «Асанне тата смартфон», «Финанс пирки» проектсем те аванах вăй илсе пыраҫҫĕ. Ватăсем финанс пĕлĕвне ӳстерес тесе тăрăшаҫҫĕ.  Социаллă сетьсенче ватăсем хăйсем пирки кăсăклă проектсем хатĕрлесе пĕлтерме пикенеҫҫĕ, тавра-курăмлăха ӳстерсе пĕлӳ шайне лайăхлатса пыраҫҫĕ. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă ведомство пуҫлăхĕ.           



06 октября 2022
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter