«Çамрăксен хули» форум уçăлчĕ

Чăваш Енре 13-мĕш хут «Çамрăксен хули» форум иртет. Республикăри яш-кĕрĕм кăçал уйри палаткăсем вырăнне Муркаш районĕнчи «Хĕвел» лагере пухăнчĕ. Патриотизма аталантарасси, тăван çĕршыва хӳтĕлесси, транспорт тытăмне çĕнетесси, ял хуçалăхри профессисене çĕнĕ варкăш кĕртесси пирки калаçрĕç вĕсем Чăваш Республикин Правительствинче тăрăшакансемпе.

Чăваш Республикин пуласлăхĕ, волонтерсен юхăмĕ вăйланса пыни, вĕрентекен профессийĕн сумĕ, Донецк, Луганск Халăх Республикисенче тата Херсонпа Запорожье облаçĕсенче референдум ирттерни çинчен, кинофильмсем ӳкермелли студи туса хурасси, ăста режиссерсем тата ытти пултарулăх ĕçченĕсене хатĕрлеме пулăшасси, туризма аталантарасси пирки ыйтрĕç çамрăксем Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен Олег Николаевран, республика парламентарийĕсен ертӳçинчен Леонид Черкесовран тата ытти сумлă хăнаран. Унтан «Çамрăксен хули» форума хутшăнакансен хушшинче «Ăста шеф» конкурс иртрĕ. Тăван тăрăхра ӳстернĕ пахча çимĕçрен 3 тĕрлĕ апат хатĕрлемеллеччĕ вĕсен.

ВЛАДИМИР УПОРОВ: «Закускăсем, оладьи, драники тата чей. Рецепчĕсене пăхкаларăмăр. Пире вара кавăн лекрĕ. Кавăнпа ĕçлеме пĕлетпĕр. Питĕ йывăрах пулчĕ тесе калаймастăп».

Пуларулăх конкурсĕсем те самай форумра. Тĕслĕхрен, хуласенче нумай хваттерлĕ çуртсем кичем ан курăнччĕр тесе граффити ăстисем тупăшрĕç. Малашне вĕсен ĕçĕсемпе урамри тĕрлĕ учрежденисем илемленĕç.

НИКИТА ПРОХОРОВ: «Молгорода» эпĕ 2-мĕш хут хутшăнатăп. Мана кунта йăлтах килĕшет, мĕншĕн тесен кунта интереслĕ спикерсем. Хăшĕсенчен питĕ нумай çĕнĕ пĕлӳ пухатпăр».

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ăс пухакан Анастасия Петрова «Çамрăксен хули» форума пĕрремĕш хут хутшăнать. Маттур пике тĕрлĕ ăсталăх класĕсене çитсе курма, проектсем хӳтĕлеме хатĕрленет.

АНАСТАСИЯ ПЕТРОВА: «Мана «Молгород» питĕ килĕшет. Кунта питĕ лайăх çынсем. Пурте пĕрле юлташсемпе килнĕ».

Форум юпа уйăхĕн 8-мĕшĕччен пырать. Хастар яш-кĕрĕм бизнес тата услам, ырă кăмăллăх, шкул хăй тытăмлăхĕ, ĕçлекен çамрăксене хавхалантарас енĕпе хатĕрленĕ проектсене хӳтĕлесе вĕсене пурнăçлама грантсем илме пултарать.



НТРК
07 октября 2022
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter