Мускавра - «Ылтăн кĕркунне»

Çулсерен Мускавра «Ылтăн кĕркунне» агропромышленность куравĕ иртет. Кăçалхипе ăна 24-мĕш хут йĕркеленĕ. Ял хуçалăх тытăмĕнчи çитĕнӳсемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тĕллевпе тĕрлĕ предприятисем хутшăнаççĕ. Куравăн пленарлă сессийĕсенче малашнехи тĕллевсене уçăмлатаççĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин председателĕ Михаил Мишустин, çĕршыври ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев, усламçăсем, ăслăлăх ĕçченĕсем апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ çинчен калаçрĕç. «Ылтăн кĕркунне» курава Чăваш Енрен те сумлă йышпа хутшăнчĕç.

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕччен Мускавра çĕршыв шайĕнче иртекен «Ылтăн кĕркунне» агропромышленность куравĕ иртет. Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне халалланă пленарлă сессире тыр-пул, тип çу, сахăр, аш-какай, пулă тата ытти таварпа çĕршывра пурăнакансене туллин тивĕçтерни çинчен калаçрĕç. Вырма ĕçĕсем ăнăçлă иртнине палăртаççĕ аграрисем. 5 çул каялла Раççейре 135 миллион тонна тыр-пул пухса илнĕ пулсан, кăçал çак кăтарту 140 миллион тонна таран çитме пултарать.

Раççей Федерацийĕн правительствин председателĕ Михаил Мишустин палăртнă тăрăх, агропромышленностьри рекордсем – Раççей Правительствин, регионсен, çак тытăмра вăй хуракансен пĕрлехи çитĕнĕвĕ. Федераци бюджетĕнчен ял хуçалăх тытăмне аталантарма 280 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак кăтартăва 35 процент таран ӳстерме палăртнă. Техникăна çĕнетесси, агропромышленность енĕпе вĕрентӳ тытăмне аталантарасси пирки те калаçрĕç пленарлă сессире. Мускаври «Ылтăн кĕркунне» курава хутшăнакан Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, республикăри предприяти ертӳçисем те çак ыйтусене сӳтсе яврĕç. 



НТРК
07 октября 2022
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter