Олег Николаев И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне 55 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланӑ

Олег Николаев И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне 55 ҫул  ҫитнĕ ятпа саламланӑ

И.Н. Ульянов ячĕпе хисеплесе тăракан Чăваш патшалăх университетĕнче, «Экономика тата теори» специальноҫне хăй вăхăтĕнче  алла илнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, аслă шкула юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă. 

Чăваш патшалăх университечĕ регионти наукăпа вĕрентӳ тата культура центрĕ пулса тăнине палăртнă уява пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Аслă шкул регионти чи пысăк промышленноҫ предприятийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пынине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

«Пиншер ҫамрăк вĕренсе тухнă аслă шкултан. Вĕсем хушшинче эпĕ те. Манăн хăйне евĕр пысăк мăнаҫлăх ҫуралать ҫак шкултан вĕренсе тухнишĕн.  Тĕнчери 50 ҫĕршывран ҫамрăксем Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ илеҫҫĕ. Кунта пĕтĕмпех условисем чаплă, паянхи пурнăҫ ыйтакан технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса тарăн пĕлӳ илсе пыма пулать, тавра-курăмлăха та ӳстерме меллĕ.  Наука ĕҫĕнче тăрăшакансен чи шанчăклă партнерĕ пулса тăнă аслă шкул», - тесе уйрăммăн палăрта каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Сăмах май, юлашки ҫулсенче уйрăмах пысăк технологисен витĕмлĕхĕ палăрать. Пысăк пĕлӳ илнĕ профессионалсем кулленех ҫĕнĕ условисене тĕпе хурса ҫамрăксене тата та тарăнрах пĕлӳпе тиĕҫтерессишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ», -  тенĕ вăл.

Хисепе тивĕҫнисене уявра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ патшалăх наградисене парса чысланă.  И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшакан ушкăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав сăмахĕпе чысланă.  

Тăван аслă шкула Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕ, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ пулнă Николай Федоров саламланă. Сăмах май, вăл 1980-1982, 1985-1989-мĕш ҫулсенче шăпах та, вăл ҫамрăксене аслă шкулта вĕрентнĕ пулнă.  Уява пухăннисене Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн Валентина  Матвиенкăн салам ҫырăвне вуласа панă.  Сенатор студентсене хăйсем суйласа илнĕ профессине алла илессишĕн, пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма, тавра-курăмлăха анлăлатма, тăван тавралăха юратса, ăна хисеплесе пурăнма чĕнсе каланă.  «Ĕҫе юратса пурнăҫламалла, ун чухне ҫеҫ ҫитĕнӳ пуласси пĕрре те иккĕлентермĕ»,, - тенĕ вăл. 

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков 1986-1997-мĕш ҫулсенче аслă шкулта ҫамрăксене ăс панă. Унăн Хисеплĕ доктор ят та пур. «Савăнатăп, манăн пурнăҫ аслă шкулпа тачă ҫыхăнса тăнишĕн. Университетăн бази пысăк. Эпĕ хам та пысăк тӳпе хывнă асăннă шкула», - тенĕ вăл.   Ҫитĕнекен ăрăва кулленех ҫĕнĕ проектсемпе ĕҫлеме, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшма каланă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче вăл та ҫак асăннă аслă шкултан вĕренсе тухнине хыпарланă, истори факультетĕнче тарăн пĕлӳ илнине палăртнă. «55 ҫул питĕ вăрăм тапхăр. Кăтартусемпе ҫитĕнӳсене тĕпрен пăхса тухма, хаклама пулать.  Тепĕр тесен, ҫĕршыв Президенчĕ ҫитес вунă ҫуллăха наукăпа технологийĕн вунă ҫуллăхĕ тесе палăртма йышăннă»,  - ырă хыпара  пĕлтернĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ.    

Чăваш Енĕн федерацин тĕп инспекторĕ Григорий Сергеев мероприятине пухăннисене РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ячĕпе ăшшăн саламланă.  Аслă шкулта тăрăшакансене ӳлĕмрен те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма, ҫĕршыв шайĕнче ытти аслă шкулсем хушшинче хисеплĕ вырăнта яланах пулма чĕнсе каланă.  Аслă шкула хамăрăн ҫĕршывра анчах мар, ытти ют ҫĕршывсем те хапăл тунине палăртнă сумлă хăна.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров уява пуҫтарăннисене пĕтĕм чун-чĕререн саламланă, РФ наука тата  аслă пĕлӳ Министрĕн ҫумĕн Георгий Гуровăн салам йĕркисене вуласа панă.   Студентсем кулленех тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен ăсталăхне кăтартса, чи хисеплĕ вырăнсене пĕрре мар ҫĕнсе илнине те асăннă вăл. Пĕрлĕхре – вăй. Палăртнă ăнлава аслă шкулта тĕпе хурса, кулленех пысăк кăтартусемпе палăрассишĕн кашни вăй хурса ĕҫленине каланă ведомство ертӳҫи.

Профессионализм, опыт тата тапса тăракан вăй-хал  малашне те регион аталанăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама, тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшса пырасса шанатăр тенĕ хăнасем.

 И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче 55 ҫул хушшинче чылай ырă улшăнусем аслă шкулта пулса иртнине пĕлтернĕ.  Факультетсем нумайланнă, пурлăхпа техника бази пуянланса ҫирĕпленнĕ, вĕрентекенсен пĕлӳ шайĕ те ӳссех пынă тенĕ вăл. Асăннă тапхăрта пĕтĕмпе 130 пин студент вĕренсе тухнине хыпарланă ректор. Палăртма кăмăллă, вĕсем пĕтĕмпех хамăрăн тăван республикăра предприятисемпе организацисенче, обществăлла организацисенче вăй хураҫҫĕ. Тепĕр тесен, Раҫҫейри мĕнпур субъектсенче пирĕн профессионалсем хăйсен ăсталăхĕпе палăраҫҫĕ, ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăраҫҫĕ.       

 



07 октября 2022
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter