Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ вĕрентекенсемпе педагогика ĕҫĕн ветеранĕсем!

Сире Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Вĕрентекен - професси кăна мар, чун туртăмĕ те.

Чăваш Енĕн вĕрентӳ тытăмĕнче Раҫҫей педагогикин ырă йăлисене тытса пыракан тата ҫĕнĕлĕхсене ĕҫе кĕртекен лайăх вĕрентекенсем тăрăшаҫҫĕ. Шăпах эсир анлă тавра курăмлă та тарăн пĕлӳллĕ ҫамрăксене, ҫĕршывăн пулас гражданĕсене ҫитĕнтеретĕр.

Эпир малашне те шкулсем тăвас тата вĕсене ҫĕнетес, вĕрентӳ тытăмне аталантарас, ĕҫре палăрнисене пулăшас тата педагог сумне ӳстерес тĕлĕшпе нумай ĕҫ тăвăпăр.

Хисеплĕ вĕрентекенсем! Профессие чуна парса ĕҫленĕшĕн, ҫитĕнекен ăрăва Тăван ҫĕршыва юратма хăнăхтарнăшăн, унăн историйĕпе тата культурипе кăсăклантарнăшăн тав тăватăп. Сире ҫирĕп сывлăх, телей, ăнăҫу сунатăп, лайăх вĕренекен ытларах пултăр!  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                      Олег Николаев



05 октября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter