Чӑваш Енре шкулта вӗрентекенсен шалу укҫине пĕр оклад ҫурӑ ӳстерӗҫ

Чӑваш Енре  шкулта вӗрентекенсен шалу укҫине пĕр оклад ҫурӑ ӳстерӗҫ

«Чылай ҫул хушши учительсен шалăвĕ пирки тата вĕсене тивĕҫлĕ хăтлă условисемпе тивĕҫтересси ҫинчен ыйтусене сӳтсе яврăмăр.  Эпир кĕтрĕмĕр, федераци шайĕнче мĕнпур ыйтусене уҫăмлатса парасса.  Чăваш Ен Правительствипе ыйтусене тишкертĕмĕр, кирлĕ пек йышăнăва та пăхса хăвартăмăр.  Учительсен окладне пĕр хут ытла ӳстерессине уҫăмлатрăмăр», тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче учительсене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Ĕҫ укҫи кăштах та пулин ӳссен, вĕсен хавхаланса ĕҫлесси те пысăк пулĕ. Ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн ырми-канми тăрăшĕҫ», тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  "Ҫитес ҫултан пуҫласа ялта ĕҫлекен ҫамрăк специалистсене пĕр хутчен укҫан тĕрев парса пулăшас ҫĕнĕ мера та пурнăҫа кĕрĕ.  Республика шайĕнче ирттерекен учительсен конкурсĕн номинацийĕсене ытларах та ытларах пăхса хăварма килĕшнĕ. «Тепĕр пысăк пулăшу – енчен те вĕренӳ учрежденийĕсен ҫитĕнĕвĕсем пысăк пулсассăн.  Пиллĕк тĕрлĕ грант виҫи пуласси те паллă. Енчен те ҫулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, шкулта икĕ ача патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытсан, 100 балл пухсан, вĕренӳ учрежденине 500 000 тенкĕ тивĕҫме пултарасси паллă.  Тепĕр пысăк тĕрев куҫĕ, енчен те шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕҫре пысăк кăтартусемпе палăрсан, вĕрентӳ методики хăйне евĕр пахалăх енчен  лайăх пулсан, вĕсене те патшалăх енчен 500 000 тенкĕ парса тивĕҫтересси куҫ кĕретех», ырă хыпара пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Вӗренӗве пулӑшасси патшалӑхӑн улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ шутланать, ҫавна май эпир пӗлӳ пахалӑхӗпе юрӑхлӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пырас, шкулсене ҫӗнетсе тӑ­рас енӗпе малалла ӗҫлетпӗр. Пирӗн тӗп тӗллев – ачасене пур енлӗн аталанма, ҫитӗнӳсем тума тата вӗсене Аслӑ Раҫҫейӗн гражданӗсемпе патриочӗсем пул­са ӳсме пулӑшакан пӗ­лӳ шайӗпе тивӗҫтересси», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков  хăйĕн сăмахĕнче, уява пухăннисене саламланă май, паянхи тĕнче хăйне евĕр условисенче тытăнса тăнине палăртнă. «Ырăпа усал пĕр-пĕринпе тупăшаҫҫĕ. Йăла-йĕркепе культурăна упраса хăварас ĕҫре Раҫҫей те аякра тăмасть. Тĕнчере мирлĕ пурнăҫ хуҫалантăр тесе ырми-канми тăрăшать», – тесе сăмаха пуҫланă вăл.  Савăнăҫлă мероприятине пуҫтарăннисене вăй-хал, ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева  хăйĕн сăмахĕнче вĕрентекенсене саламланă май, ачасене тарăн пĕлӳ парассипе тăрăшса ĕҫлекен мĕнпур учительсене чун-чĕререн  тав тунă. Раҫҫейри йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ҫирӗплетес тӗллевпе «Пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫни» урок тулашӗнчи занятисене тӑтӑш ирттерме йышӑннӑ. «Информаци ярăмĕнче сахал мар усал хыпар ҫӳрет.  Тăшмансен пĕр шухăш, ҫитĕнекен яш-кĕрĕме хăйсем пек тума вĕрентесси,  хăйсен аллине ҫавăрасси. Пирĕн вара тимлĕхе ҫухатма юрамасть. Ачасене кулленех историне вĕрентмелле, тĕрĕслĕхе ҫиеле кăларма тăрăшмалла. Хамăрăн паллă ентешĕмĕрсемпе мăнаҫланмалла, вĕсен паттăрла ĕҫĕсем пирки пурне те каламалла. Тăван ҫĕршыва хисеплеме, уншăн пурăнмалла. Пĕрлĕхре – вăй. Пирĕн вĕрентекенсен ачасене хамăрăн ҫĕршывăмăра юратма вĕрентесси – тĕп тĕллевсенчен пĕри яланах пулса тăмалла», – тенĕ вăл.  

Учительсене халалласа ирттернĕ уяв пуришĕн те питĕ кăсăклă пулнă.  Паллă мероприятине Чăваш Республикинчи мĕнпур хуласемпе районсенчен вĕрентекенсем килсе ҫитнĕ. Профсоюз организацийĕсенчен хăнасем чылай пухăннă, пĕр сăмахпа каласан, сумлă вĕрентекенсем, ĕҫ ветеранĕсем пуҫтарăннă палăртнă пулăма.  Хăнасем мӗнпур вӗрентекене – иксӗлми хастарлӑхпа хавхалану, профессире ҫитӗнӳсем су­ннă.

Яланхиллех пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă. 2023 ҫула РФ Президенчĕ вĕрентекенсемпе наставниксен ҫулĕ тесе палăртма йышăннă. Шăпах та,  асăннă мероприяти те ҫĕнĕ ҫулталăкăн, Вĕрентекенсен ҫулĕ тĕп мероприятийĕсене старт пани те пулса тăнă.  Палăртса хăваратпăр, ҫулталăк кăсăклă уявсемпе пуян пуласси те паллă, педагогсен статусĕ тата та ҫӳле ҫĕкленесси куҫ кĕретех пулĕ.



10 октября 2022
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter