"Промлит"  предприятинче ҫĕнĕ производство уҫӑлĕ

"Промлит"  предприятинче ҫĕнĕ производство уҫӑлĕ

350 млн тенкĕ ытла хывнă инвестици проекчĕ предприятинче пурнăҫа кĕрет.  Ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, производство калăпăшне ӳстерсе пыма тăрăшаҫҫĕ, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларма палăртаҫҫĕ.

Ку ҫĕнĕлĕхе палăртнă савăнăҫлă лару-тăрура пĕлтернĕ.   Кăмакасене, Шупашкарти тракторсене валли шăратса кăларнă пĕрремĕш хурҫăна 45 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

Машинӑсем тӑвакан отрасль – Чӑваш Республикин промышленноҫ комплексӗн никӗсӗ, вӑл тирпейлекен производствӑсен тытӑмӗнче тӗп вырӑнсенчен пӗрне йышӑнса тӑрать.   

«Промлит» предприятипе Чăваш Енри машинăсем кăларакан тытăмшăн 1977 ҫул авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ хăйне евĕр паллă кун пулса тăнă», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Промлит» предприятинче тăрăшакансем пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлесе пынине кура, ҫитĕнӳсем пысăк. Вĕсем кулленех активлă аталанса пыни те куҫ кĕретех. Паян ҫĕнĕ технологисем пурнăҫа вирхĕнсе кĕрсе пыраҫҫĕ. Таварсен калăпăшĕ те ӳссех  тăрать.  Кулленех пысăкран та пысăк калăпăшпа проектсем пурнăҫа кĕреҫҫĕ», – тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Сăмах май,  республика Пуҫлăхĕ Чăваш Ен Правительстви пысăк предприятисене сахал мар пулăшу панине те палăртнă вăл.  Пĕрлехи ĕҫсене плана кĕртсе, вĕсене пурнăҫласа пырассишĕн те ырми-канми вăй хунине асăннă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.   «Сирӗн тӑрӑшулӑхӑра, пысӑк опытӑрпа ӑсталӑхӑра пула пирӗн предприятисем производство хӑватне ӳстерсе пыраҫҫӗ, чылай отрасльпе сферӑра кирлӗ, ҫав шутра чикӗ леш енче те ыйтакан ҫӗнӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ», – тенĕ вăл.

Чи хăватлă аталанусен ҫул-йĕрĕ машинăсем тирпейлесе кăларассипе пысăк производствăсене  вăй илтерсе пырасси, таварсен тĕсĕсене йышлăлатасси. Патшалăх тĕревĕпе вăхăтра усă курса пыма пĕлмелле, вĕсене тĕпе хурса кулленех производство калăпăшне ӳстермелле.  

«Трактор завочĕсем» Концерн» машинăсем тăвакан индустри ушкăнĕ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов хăйĕн сăмахĕнче «Промлит» предприятинче производство калăпăшне ӳстерсе пыни Концернта тракторсем тирпейлесе кăларассине сахал мар витĕм кӳнине палăртнă. Сăмах май, таварсен калăпăшĕ курăмлă ӳссе пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май, кăтарту 49 процента ҫити хăпарнине пĕлтернĕ. «Промлит» тулли мар яваплă обществăра шăратса тăвакан чукун çул вакунĕн шассийĕн производствине еплерех йĕркелени çинчен те ăнлантарса панă кĕскен. Чӑваш Енре туса кӑларакан машинӑсемпе техника тӗнче шайӗнчи конкуренцие тивӗҫлипе хутшӑнине те палăртнă вăл.

«Предприяти ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларассишĕн тăрăшать. Контрактсен шучĕ те ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Тухăҫлă производство вăй илет.  Ăнсăртран мар пулĕ, юлашки ҫулсенче тухăҫлăх малти вырăна тухрĕ, ҫĕршер миллион тенкĕ перекетлеме те май килнĕ», – тесе хыпарланă Андрей Водопьянов.     

Предприятийĕн  тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – таварсен пахалăх шайне тытса пырасси. Пирĕн хамăрăн тăрăхра тирпейленсе тухакан таварсене ытти тăрăха илсе ҫитересси те тĕп ыйтусенчен пĕриех пулса тăрать. Рынок географине пысăклатмаллине те асăннă ертӳҫĕсем.

Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май, «Промлит» предприяти таварсен калăпăшне кулленех ӳстерсе пынине асăннă. Апла пулсан, кадр ыйтăвĕ те малти вырăна тухса тăнине палăртнă ведомство ертӳҫи.  «Ытларах та ытларах ҫамрăксене явăҫтврмалла. Кадрсем ҫителĕксĕр. Производство калăпăшĕ ӳссех пырать», – тенĕ вăл.    



10 октября 2022
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter