Чӑваш чӗлхине тухӑҫлӑ вӗрентнӗшӗн грант парӗҫ

Чӑваш Енре учительсен окладне ӳстерӗҫ. 1,5 хутран кая мар. Кун пирки Олег Николаев Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  иртнӗ эрнере Вӗрентекенсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире каланӑ.

Регион ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти шкулсенче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсене ҫитес ҫултан пӗр хутчен паракан тӳлевпе хавхалантарма тытӑнӗҫ.

Вӗрентекенсен республикӑри конкурсне йӗркеленӗ чухне методистсене, тьюторсене, сывлӑх енчен хавшак ачасене вӗрентекен педагогсене, ҫамрӑк педагогсене, учитель-дефектологсене тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗсене уйрӑммӑн шута илӗҫ.

«Тата тепӗр хавхалантару — патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 2 ачаран кая мар 100 баллӑх тытакан шкулсене 500-шер пин тенкӗ грант парӑпӑр, ҫавӑн пек суммӑллӑх тата тепӗр 3 грант чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессипе уйрӑмах тухӑҫлӑ меслетсемпе усӑ куракан шкулсем валли пӑхса хӑварнӑ», — тенӗ Олег Николаев.

Тӗплӗнрех...



11 октября 2022
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter