Икĕ промышленноҫ паркне хута яма Чăваш Ен тата та ҫур миллиард тенкӗ тивĕҫĕ

Икĕ промышленноҫ паркне хута яма Чăваш Ен тата та ҫур миллиард тенкӗ  тивĕҫĕ

 Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере ирттерекен канашлура кун пирки каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Сăмах кунта Шупашкарта икĕ промышленноҫ паркĕсене хута ярасси пирки пырать. «МАШЗАВОД» индустри паркĕ тата «АБАТ» технопарк. «Икĕ ҫуллăхри проектсем туххăмрах пурăҫа кĕмелле, вĕсене валли 4,5 уйăх пăхса хăварнă», – тесе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов.  «Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерстви Чăваш Республикин проекчĕсене укҫа-тенкĕ енчен кăштах маларах та парса пулăшма йышăнăва пăхса хăварнă. Кун пирки ырă хыпара каланă ведомство ертӳҫи. Кун пек тĕреве парса пулăшассипе ытти субъектсем пирки хальлĕхе нимĕнле йышăну та пăхса хăварман-ха.  Пирĕн республикăна иккĕмĕш траншпа юпа уйăхĕнче субсиди мелĕпе хушма 500 млн тенкĕ куҫасси планра пур», –  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе хастартарах ĕҫлеме тĕллев лартнă.  Укҫа-тенкĕ енчен пачах та чăрмавсем пулмалла мар. Инвестици хывакансен хушма тĕрев шырамалла мар, пĕтĕмпех ҫителĕклĕ. Промышленноҫ паркĕсене туххăмрах пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшсах ĕҫлеҫҫĕ.  Пуласлăхри плансем пысăк.  Тепĕр тăватă заявка пама тăрăшать Чăваш Республики, регионта тата та  тăватă технопарк пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ, вĕсем: Канашра, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта. Заявкăсен пĕтĕмĕшле хакĕ 1 млрд 700 млн тенкĕпе танлашать.  «Ҫитес ҫул валли пĕр млрд тенкĕ пăхса хăварнă.  Паллă, енчен те Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерствипе тачă ҫыхăнса ĕҫлесен, кăтартăва тата та ӳстерме тен май килĕ», –  тенĕ вăл.  Пĕтĕмĕшле плана кĕртнĕ тăрăх, регионта ултă технопарк пурнăҫа кĕресси те куҫ кĕретех.

Аса илтеретпĕр, малтанласах Чăваш Республики Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх программине тĕпе хурса экономикăна аталантарма, ҫĕнĕлле ĕҫлесе пыма 994 млн тенкĕ тивĕҫнĕ пулнă. Вăл пулăшăва «МАШЗАВОД»  индустри паркĕпе «АБАТ» технопарк хута яма тăкакланнă. Икĕ ҫуллăхри проектсене пурнăҫа кĕртсен, республикăра наци проектне тĕпе хурса вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарса пыма меллĕ пулĕ, тепĕр тесен халăх валли 640 ҫĕнĕ  ĕҫ вырăнĕ те хатĕрленĕ.  Регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе пăхса хăварнă харпăр хăй программине пурнăҫа кĕртме Ҫĕнĕ Шупашкарпа Патăрьел районĕнче  индустри паркĕсене тума палăртнă.  Патăрьелĕнче пĕтĕмпе 7 резидент хăйсем пирки хыпарланă, вĕсен пĕтĕмĕшле проектсен хакĕ 400 млн тенкĕпе танлашать.  Ҫĕнĕ Шупашкарта пурĕ тăхăр организаци уҫăласси те планра пур.  Инвестици проекчĕсен хакĕ пĕтĕмĕшле 4 млрд 200 млн тенкĕ тесе пĕлтереҫҫĕ предпринимательсем.  Енчен те плана кĕртнĕ пек пулса пырсан, халăх валли ҫĕнĕ 280 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленесси те куҫ кĕретех.  «Нумай резидентсен ĕҫсен пĕрремĕш тапхăрĕ пырать. Ҫулталăк вĕҫлениччен  кирек-епле ĕҫе те тĕплĕн тишкерсе пыраҫҫĕ. Резидентсемпе ятарлă бизнес-план та пăхса хăварăпăр.  Хăшĕсен ҫĕр лаптăкĕсене йĕркене кĕртмелле, ĕҫ хучĕсене те хатĕрлесе ҫитермелле», – тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Дмитрий Краснов.  

Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев хăйĕн сăмахĕнче пуҫласа пĕрремĕш управляющий компани пулассине хыпарланă.  Вăл шăпах та, муниципалитетсенчи индустри паркĕсенчи ĕҫсене шайлаштарса пырĕ тенĕ вăл.  «Ҫулталăк вĕҫлениччен  расписани тумалла. Ҫулталăк пуҫланнă тĕле мĕнпур документсене хатĕрлесе ҫитермелле, ĕҫе пуҫарса ямалла», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев технопарксен ĕҫе тарăн тишкерсе пымаллине, пĕрне-пĕри пулăшса тухăҫлă кирк-епле ĕҫе те туса пыма чĕнсе каланă.  «Чăрмавсем пачах та пулмалла мар. Пĕрне-пĕри ăнланмалла. Тепĕр тесен, ăнлантару ĕҫĕсене онлайн-формипе туса пырсан та аван. Ыйтусене туххăмрах татса пама аван.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те вăхăтрах уҫăмлатмалла, тухăҫлăх тени малти вырăна тухмалла, пĕрне-пĕри яланах май пур таран пулăшмалла», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   



11 октября 2022
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter