Мобилизациленисене кÿрекен пулăшу анлăланать

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çывăх вăхăтра алă пусма хатĕрленĕ указра Украинăри çар операцине хутшăнма мобилизациленĕ ентешсене пулăшмалли çĕнĕ мерăсем пулассине çирĕплетрĕ.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, документра мобилизациленисене пулăшмалли майсен тулли переченĕ, çавăн пекех ку енĕпе палăртнă хушма мерăсем пулĕç. Вăл çар служащийĕсем валли экипировка туянмашкăн резерв фондĕнчен укçа уйăрасси çинчен пĕлтерчĕ. Олег Алексеевич ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисене хăйсен норма акчĕсене тивĕçлĕ тÿрлетÿсем кĕртме чĕнсе каларĕ — «çемьесем тивĕçлĕ пулăшăва вăхăтра илччĕр». Вăл çавăн пекех Çĕнĕ çул уявне паллă тăвассипе çыхăннă расхутсене «тÿрлетмелли» пирки асăрхаттарчĕ: «Уяв мероприятийĕсене пăрахăçламалла. Çавна май укçа пушанчĕ тĕк — унпа çÿлерех асăннă мероприятисем валли усă курмалла».

Маларах вара, кану кунĕсенче, мобилизациленисем валли туяннă таварсен пирвайхи партийĕ хатĕрленÿ центрĕнчи ентешсем патне çитнĕ. Регион ертÿçи çакăн валли резерв фондĕнчен 18 миллион тенкĕ уйăрнине аса илтерчĕ. Тумтир, экипировка, çав шутра плащ-палаткăсем, çывăрмалли михĕсем, балаклавăсем, ытти япала ăсатнă.

Олег Николаев республикăра пурăнакансем салтаксене пулăшас енĕпе пĕр шухăшлă пулнине ырласа палăртрĕ: «Хĕрарăмсем ал тутрисем тĕрлеççĕ, кинемейсем çăм нуски çыхаççĕ». Çак эрнере Чăваш Ен делегацийĕ Санкт-Петербургри Çар-медицина академине каять — унта пирĕн Украинăри çар операцийĕнче аманнă ентешсем сипленеççĕ.

www.hypar.ru



11 октября 2022
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter