«Пĕлтерĕшлĕ калаçура» атте сăнарĕ çинчен…
Хӳтĕлевçĕ, атте, кил хуçи. Çак тата ытти тивĕçе пурнăçлаканĕсем – арçынсем. XXI-мĕш ĕмĕрти арсен паха енĕсем, вĕсен мухтавлă ĕçĕсем çинчен паян республикăри шкулсенче «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» урокра сăмах пуçарчĕç. Ăна çывхарса килекен Ашшĕ кунне халалларĕç. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 16-мĕшне лекет. Яланхи пекех вĕренӳ сехечĕсене сумлă хăнасемпе общество хастарĕсем ертсе пычĕç.
Шупашкарти 4-мĕш лицейра вĕренекенсем яланах эрне пуçламăшне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Тунтикунсерен кăсăклă темăпа чуна уçса калаçасси, пĕр-пĕрин шухăшне пĕлесси, сумлă хăнасем паракан çĕнĕ пĕлеве ăша хывасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хальхинче урока Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата Шупашкар хула администрацийĕн вĕренӳ управленийĕн пуçлăхĕ Елена Сахарова ертсе пычĕç. Калаçăва дискусси мелĕпе йĕркелерĕç. Вĕсем арçын сăнарĕн паха енĕсене Александр Пушкинăн «Капитанская дочка» повеçĕнчи тĕслĕхсемпе тишкерчĕç.
АЛЬБИНА ГЕРАСИМОВА: «Кун пек уроксем ачасен воспитанинче питĕ паллă вырăн йышăнаççĕ. Çак уроксенче эпир ачасене хамăр çĕршыври паллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр. Ку уроксем ачасене питĕ килĕшеççĕ. Вĕсене çĕршыва юрăхлă çынсем пулма вĕрентеççĕ».
Мĕн авалтанпа арçын – çемье тĕрекĕ те хӳтĕлевĕ шутланнă. Вăл кил-йыша тăрантаракан кăна мар, хăйĕн ачисемшĕн пурнăç тĕслĕхĕ те. Çакна урокра тепĕр хутчен аса илтерчĕç.
СЕРГЕЙ СЕРГЕЕВ: «Кун пек уроксем ачасем валли питĕ кирлĕ. Вĕсем ачасене тăван çĕршыва юратма, патриот пулма вĕрентеççĕ».
Шупашкарти 30-мĕш шкулта вара пĕлтерĕшлĕ калаçăва Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева ертсе пычĕ. «Çитĕнекен ăрăвăн Ашшĕ кунĕ çинчен çеç мар, арçыннăн çемьери пĕлтерĕшĕ, унăн вырăнĕ пирки те пĕлмелле», – палăртрĕ вăл. Кил-йышри йăла-йĕркесемпе уявсем ăруран-ăрăва куçса пыччăр. Вĕсен пуянлăхне упрама вара çамрăксем шкултанах вĕрентме «пĕлтерĕшлĕ калаçу» уроксем пулăшĕç.