Чӑваш Енре регионсенче шалти туризма аталантарас тĕлĕшпе пӗрремӗш хут форум иртĕ

Чӑваш Енре регионсенче шалти туризма аталантарас тĕлĕшпе пӗрремӗш хут форум иртĕ

Форум шайĕнче пĕтĕмпе «ҫавра сĕтел» мелĕпе тăватă тĕлпулу ирттерме плана кĕртнĕ.  Паллă, уҫă калаҫусем вăхăтĕнче ертӳҫĕсем туризм индустрине аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явĕҫ, тĕп ҫул-йĕрсем пирки канашлĕҫ.   Мероприятине Шупашкарта чӳк уйăхĕн 25-26-мĕш кунĕсенче  ирттерме пăхса хăварнă. Пĕрремĕш кунĕнче пленар ларăвĕ иртĕ. Унсăр пуҫне тепĕр кунĕнче «ҫавра сĕтел» мелĕпе тĕлпулусем пулĕҫ.  Туризм тата кадр ыйтăвĕсене те сӳтсе явĕҫ, хăна индустрийĕ пирки те пăхса тухĕҫ. Палăртса хăваратпăр, икĕ кунĕнче те ҫителĕклĕ таран культура программисем  ирттерме плана кĕртсе хăварнă. Алă ĕҫ ăстисен куравĕ, чăваш тĕррисен вăрттăнлăхĕсемпе те тĕплĕн паллашма пултарайраҫҫĕ хăнасем.   Чăваш тĕррин кунне халалласа сахал мар кăсăклă материалсем хатĕрлесе тăратма палăртса хунă. «Пирĕн тĕп тĕллев – Чăваш Енĕн ырă енĕсене хăнасемпе паллаштарасси. Туркомпанийĕсен ĕҫĕ-хĕлĕпе  ҫыхăннă ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Кун пек мероприятине пирĕн тăрăхра пуҫласа ирттереҫҫĕ.  Унăн пĕлтерĕшĕ паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах пысăк",   тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, сăмах май, 2025 ҫулсем тĕлне пирĕн тăрăха курма килес текенсен йышĕ вăтамран  миллиона яхăна ҫитме пултарассине те шанса каланă.  Юлашки икĕ ҫул хушшинче туризм хăватлă вăй илсе аталанса пытăр тесе ятарлă патшалăх программине йышăннă.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ маршрутсем  регионта  йĕркеленме  пултарассине палăртнă Пуҫлăх. 2030 ҫулсем тĕлне Чăваш Ен наци рейтингĕнче чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан ҫирĕм регион шутне  тен кĕрĕ.  «Туризм вăй илсе пырсан, халăх валли ĕҫ вырăнĕ тупăнĕ, таварсен ҫаврăнăшĕ ӳсĕ, пирĕн тăрăха курма килес текенсен йышĕ те ӳссе пырасси куҫ кĕретех пулĕ»,  тенĕ вăл.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май, регионта туризм инфратытăмне вăй илтерсе пырссипе ҫине тăрсах ĕҫлемеллине палăртса хăварнă. «Транспорт инфратытăмĕ кулленех ҫĕнелсе улшăнса пымалла, сервис ĕҫĕсен пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăмалла, кадр ыйтăвне те татса пама тăрăшмалла», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.    

 Туризм енĕпе ĕҫлекен предприятисен ытларах та ытларах аслă шкулсен е тата ытти вĕрентӳ учрежденийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыма пĕлмелле. «Туризм паянхи пурнăҫра анлă сарăлнă. Кадрсене хатĕрлессипе тĕллевлĕ ĕҫлеҫҫĕ.  Пирĕн шăпах та, асăннă ĕҫе Чăваш Республикинчи культура институтне явăҫтарма май пур», – тесе хушса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. 

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, вăлах туризма аталантарассипе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сĕннипе Форумăн йĕркелӳ комитечĕн ертӳҫи пулма пăхса хăварнă. Ҫĕршывра шалти туризма аталантармалла. Шăпах та, ку ĕҫре регионăн хăй ҫинчен тарăнрах пĕлтерме тăрăшмалла, чаплă енсем пирки каласа кăтартмалла. «Форумра чи малтанах эпир пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсемпе хăнасене паллаштарма тăрăшăпăр. «Анлă Атăл» проекта Республика кунĕнче РФ Патшалăх Думин Комитечĕн ларăвĕнче те  тĕплĕн пăхса тухнă. Федераци проекчĕпе тӳр килтерсе юхан шыв тăрăх ҫӳретме транспорт маршручĕсем пирки те пăхса тухнă. Санаторипе курорт сиплев ҫурчĕсем те сахал мар Атăл тăрăхĕнче. Сывлама сывлăш уҫă, экологи енчен те таса.  Ачасен туризмĕ. Ку тĕлĕшпе ҫĕршыври чи паха ĕҫ опычĕсене тишкермелле, хамăр тăрăхра пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле», – тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ.  

«Ку палăртнă форум уйрăмах пирĕн республикăшăн паха. Наци культурипие, йăла-йĕркипе, промышленноҫ пайĕпе, чăвашсен апат-ҫимĕҫĕпе тата та ытти паха енсем пирки те каласа кăтартма аван», – тесе тепĕр ут ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинчĕн Прдседателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов

 



12 октября 2022
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter