Чӑваш Енӗн "Ҫӗнӗ Шупашкар" уйрӑм экономика зонине йӗркелеме панӑ заявкӑна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Вице-премьерӗ Юрий Трутнев ырланӑ

Хăйне евĕр уйрăм экономика зони пирки калакан ĕҫ хутне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин ятарлă йышăнăвĕпе алă пусса ҫирĕплетĕҫ.
Кун пек йышăнăва уйрăм экономика территорисене тăвас ыйтусемпе ĕҫлекен ведомствăсен хушшинчи ĕҫ ушкăнĕн ларăвĕнче пăхса тухнă. Ăна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн ҫумĕ Юрий Трутнев йĕркелесе ертсе пынă.
«Ĕҫ ушкăнне Раҫҫей Федерацийĕн преференциальнăй режимне аталантарассине тĕпе хурса пăхса хăварнă. Паянхи кун тĕлне хăйне евĕр экономика зонисем 45 шутланаҫҫĕ, вĕсем 92 монохуласен территорийĕсенче вырнаҫнă. Преференциальнăй формăсене аталантарас ыйту паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Паллă, ҫĕршывшăн экономика ӳсĕмĕ тĕп пĕлтерĕшĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ҫавăнпа та хамăр тăвакан ĕҫе приоритетлă тесе калатăп», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Юрий Трутнев.
«Ҫĕнĕ Шупашкар» промышленноҫпа-производство пайне хăватлантарать текен Чăваш Республикин предложенийĕ питĕ аван пулнине палăртнă, Раҫҫей Федерацийĕн экономика министрĕн ҫумĕ Дмитрий Вахруков инвестпроекта пысăка хурса хакланă.
«Чăваш Енри ОЭЗ регионта инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме май парать, пысăк технологисене тĕпе хурса тĕрлĕ паха таварсене тирпейлесе кăларма та витĕм кӳрет. Хими промышленноҫне, йывăҫран туса кăларакан таварсене калăплама тĕрлĕ условисем те йĕркеленесси куҫ кĕретех пулĕ», – тенĕ вăл.
ОЭЗ инвестици явăҫтармалли драйверсенчен чи хăватли пулса тăрать тесен те йăнăшах мар пулĕ, тепĕр тесен, регионсене аталантарса пыма та витĕм кӳресси часах. Импорта улăштарас ĕҫре те пулăшу пулĕ, производствăсене вăй илтерсе пыма меллĕ. «Паянхи куна калас пулсан, преференциальнăй режима куҫас текенсен йышĕ пĕчĕк мар, унпа кулленех кăсăкланакансем чылай. Юлашки икĕ ҫул хушшинче 45 площадка туса хатĕрленĕ. 2022 ҫулхи пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра пĕтĕмпе ҫĕнĕ 77 резидент явăҫтарнă. Ку кăтарту ҫулталăк каяллипе танлаштарсан пĕр пек», – тесе сăмаха малалла тăснă министр ҫумĕ.
Приоритетлă направленисенчен пĕри – федераллă пĕлтерĕшлĕ Р-176, М-7, А-151, М-12 ҫулсем. Чукун ҫулпа юхан шыв, сывлăш тăрăх илсе ҫӳретекеннисем те кун йĕркинчех.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кун пек йышăнăва туни регионти командăпа федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине ҫирĕплетсе параҫҫĕ тенĕ. Тепĕр тесен, Ҫĕнĕ Шупашкара аталантарса пыма та меллĕ, 15 млрд тенкĕ инвестици явăҫтарнă. (12,8 млрд тенкĕ НДС шута илмесĕр).
«Экономика зони Ҫĕнĕ Шупашкарăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса пыма витĕм кӳни куҫ кĕретех. Вăл асăннă территоринче пиллĕк резидент, вĕсем пĕр пинрен кая мар халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем туса хатĕрлеҫҫĕ», – тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Мĕнпур резидентсем налук ҫăмăллăхĕсемпе усă курма пултарайраҫҫĕ. Сăмах май, маларах Чăваш Ен Ҫĕнĕ Шупашкара ТОСЭР тесе йышăнччăр тесе предложенипе тухнă пулнă. Палăртма кăмăллă, 2009 ҫулта муниципалитета монохула тесе йышăннă, 2014 ҫулта вара ăна кирлĕ пек ятарлă реестра кĕртсе хăварнă.
Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики бизнеса хăй патне явăҫтарма питĕ лайăх условисем йĕркеленнине палăртнă. Тепĕр тесен, Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсенчен пирĕн тăрăха инвестици хывма пултарасси те часах пулĕ. «ОЭЗ пулни – тухăҫлăха ӳстерсе пыма, ҫынсене ĕҫлеме ҫĕнĕ сферăсем уҫăлаҫҫĕ. Халăх ыранхи куна шанса, пĕтĕм кăмăл-туйăмпа ĕҫлесе, пурнăҫ условийĕн пахалăх шайне те улăштарса пыма пултарать. Пиллĕк проектăн инвестици калăпăшĕ 13 млрд тенкĕпе танлашать. Экономика зони пулнине кура, эпир Чăваш Енĕн ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ӳсĕмĕсене курса хаклама та пултарайрăпăр», – тенĕ вăл.
Заявкăсем тăрăх, экономика зонин лаптăкĕнче 542 гектар ҫинче хими таварне, йыăҫран тирпейленекен таварсем, апат-ҫимĕҫре усă курăнакан таварсене туса кăларма май паракан производство хута яма палăртнă. Ытти тĕрлĕ таварсене те тирпейлесе кăларассипе ĕҫлеме палăртаҫҫĕ инвестици хывакансем.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Звениговский» тулли мар яваплă обществăна, «Химпром» ПАОна ырланă, пĕрне-пĕри ăнланса тухăҫлă ĕҫлесе пыма тăрăшнăшăн мухтанă.
Экономика зони территорийĕнче хими производствисем те вăй илĕҫ. «Химпром» бази ҫумĕнче хими кластерне аталантарса пыма палăртса хунă. Тепĕр тесен, Раҫҫей шайĕнче те асăннă предприятийĕн таварĕсем пĕлтерĕшлĕ. «Проектăн пахалăх шайĕ ҫав тери пысăк. Плана кĕртнĕ тăрăх, 2023 ҫулăн пĕрремĕш ҫур ҫуллăхĕнче проект тăвас ĕҫе вĕҫлесси те паллă. Паянхи куна калас пулсан, палăртса хунă мĕнпур ĕҫсем пĕтĕмпех графикпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем ҫук. Чăрмавсем те сиксе тухман. Инвестици хывакансен лайăх ăнланмалла, проекта планпа килĕшӳллĕн, вăхăтра пурнăҫа кĕртме палăртнине. Таварсене тирпейлесе кăларсан, вĕсене ытти регионсене те ăсатма палăртса хунă, вĕсем усăсăрах выртмĕҫ предприятисенче», – тесе палăртса каланă тепĕр хут «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Дмитрий Колчин.