Олег Николаев Шăнкăртан салĕнчи асфальт сарнӑ ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ

Олег Николаев Шăнкăртан салĕнчи асфальт сарнӑ ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ

 Хăйĕн салам сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ транспортсене валли ҫӳретмелли ҫĕнĕ ҫулăн пахалăхĕ пысăк тесе каланă, халăха обществăлла пĕлтерĕшлĕ объектсем патне те ҫитме условисем лайăхланнине асăннă. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ялсенче хуларинчен пĕрре те кая мар пулнине тепĕр хут курса ĕненнĕ палăртнă мероприятине пухăннă мĕнпур хăнасемпе пĕрле ертӳҫĕсем. «Ялсем питĕ лайăх аталанса вăй илсе пыраҫҫĕ. Асфальт сарнă ҫулпа транспортсене ҫӳреме меллĕ. Тепĕр тесен, халăха хăрушсăрлăхпа та тивĕҫтерет палăртнă ҫул.  Сăмах май калас пулсан, ку территоринче чылай ҫĕнĕ объектсем пурнăҫа кĕрсе пыни  куҫ кĕретех», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. 

Олег Николаев палăртнă ҫула тăвасси пирки вырăнти депутатсем ун патне ыйтупа тухнине хыпарланă.  «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарса пырас» текен Комплекслă программăна кĕртсе хăвартăмăр.  Программа калăпăшĕ 1,8 хут нумайланчĕ. Енчен те пĕлтĕр эпир пурĕ те 600 млн тенкĕ тăкакланнă пулсан, кăҫал кăтарту 1 млрд тенкĕрен те ӳссе кайрĕ.  Ял тăрăхĕсенче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем те хăватлăн талпăнса кĕрсе пыраҫҫĕ пурнăҫа.  Кăҫал эпир пĕтĕмпе 1200 проекта пурнăҫа кĕртме йышăнса хăвартăмăр, вĕсенчен ытларах пайĕ автомашина ҫулĕсене сарасси пирки проектсем», - тесе ырă хыпара пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Объекта тунă подрядчике регион Пуҫлăхĕ ырланă,  палăртса хунинчен ҫулталăк маларах пурнăҫа кĕртнине каланă. «Контракт тăрăх, автомашина ҫулне ҫитес ҫул ҫурла уйăхĕнче пурнăҫа тин кĕртме пăхса хăварнă. Подрядчик хăй ҫине шанса илнĕ ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫлани куҫ кĕретех. Укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене те татса панă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пачах та пулман», - тесе уҫҫăн каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Шăнкăртам салинче ҫĕнĕ ҫула Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе пурнăҫа кĕртнĕ.  Кун пирки шăпах та, вăл 2021 ҫулта Патăрьелĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă чухне хушу панă пулнă вырăнти ертӳлĕхе. Паян вара палăртма кăмăллă, ҫĕнĕ ҫула савăнăҫлă лару-тăрура халăхпа пĕрле уҫнă.    

Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов хăйĕн сăмахĕнче палăртнă территоринче автомашинăсен ҫулне питĕ йĕркеллĕ сарнине каланă.  Ленин урамĕнчи аслă ҫул пурне те тивĕҫтернине  палăртса хăварнă ведомство ертӳҫи. «Пĕтĕмпе автомашина ҫулĕ 2,5 ҫухрăм сарăлса выртать.  Объекта пурнăҫа кĕртме пурĕ 145 млн тенкĕ тăкакланă. «Дорстрой» тулли мар яваплă общество хăй ҫине илнĕ тивĕҫе туллин пурнăҫланă. Виҫĕ уйăх хушшине объекта вĕсем хатĕрлесе те ҫитернĕ», - ҫирĕппĕн каланă министр. Объектăн пахалăх шайĕ те пысăк тесе асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Автомашина  ҫулĕ ҫывăхĕнче ҫынсене ҫурран ҫӳреме тротуар та туса панă. Пĕр сăмахпа каласан, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрать ҫĕнĕ объект.   

Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондне  бюджетран чылай тĕрев куҫать. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене юсаса сарма па ҫителĕклĕ таран укҫа-тенкĕ уйăраҫҫĕ. Планпа килĕшӳллĕн, 2022 ҫулта пурĕ 600 объекта  пăхса хăварнă. Республика пĕлтерĕшлĕ объектсене тума республика программине тĕпе хурса 338 ҫухрăм ҫул тума плана кĕртнĕ.

Кĕскен калас пулсан, Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам сали Раҫҫейри ялсем хушшинче чи пысăккисенчен  иккĕмĕшĕ шутланса тăрать.  Хальхи вăхăтра унта 5870 ҫын пурăнать, пĕтĕмпе территори 7845,3 га йышăнать.  Автомашина ҫулĕсен лаптăкĕ 12,8 ҫухрăм шутланать.

 



14 октября 2022
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter