Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫул-йĕр хуҫалăхĕн ĕҫченĕсен кунĕпе саламлани

Ҫул-йĕр отраслĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе – Ҫул-йĕр хуҫалăхĕн ĕҫченĕсен кунĕпе – саламлатăп!

Эсир вăй хуракан отрасль Чăваш Республикин экономика аталанăвĕшĕн тата граждансен пурнăҫ пахалăхне ӳстерес тĕлĕшпе стратеги пĕлтерĕшлĕ.

Сирĕн умра нумай енлĕ тĕллевсем тăраҫҫĕ: ҫулсен строительствипе юсавĕн пахалăхне ӳстересси, цифра технологийĕсене ĕҫе кĕртесси, автоҫулсене тивĕҫлĕ шайра тытса тăрасси, ҫул-йĕр ҫинче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Ҫавна май эпир отрасле ытларах та ытларах укҫа уйăратпăр: кăҫал Чăваш Республикин ҫул-йĕр фончĕ 2,2 миллиард ытла тенкĕ ӳсрĕ, пуҫласа 8 миллиард тенкĕпе танлашрĕ.

Чăваш Республики паян «Хăрушсăр паха ҫулсем» наци проектне ăнăҫлă хутшăнать, пысăк калăпăшлă инфратытăм проекчĕсене пурнăҫлать, вĕсенчен пĕри - пысăк хăвăртлăхлă «Мускав – Чулхула –  Хусан» (М-12) автоҫул строительстви. Унăн пĕлтерĕшне туллин хак пама та ҫăмăл мар. Ку – ял ҫыннисем валли ĕҫ вырăнĕ те, ҫул хĕрринчи инфратытăм та. Апла тăк Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам бизнес малашне тата аталанĕ.

Кăҫал регион пĕлтерĕшлĕ автоҫулсене хытă сийлĕ тума пуҫларăмăр. Ҫапла майпа шкул автобусĕсен тата пассажир транспорчĕн маршручĕсене кĕскетме май килĕ. Эпĕ кун пирки Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырура та каланăччĕ. Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка районĕсене пĕрлештерекен автоҫул строительствине пуҫланă. Малашлăхра Вăрнар тата Красноармейски, Йĕпреҫ тата Пăрачкав районĕсене ҫыхăнтаракан ҫулсем те пулĕҫ.

Сире профессири ăсталăхшăн тата пысăк ҫитĕнӳсем тунăшăн чĕререн тав тăватăп. Ҫирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                               Олег Николаев

 

 



16 октября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter