Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ашшӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ арҫынсем, Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

Сире Ашшӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Атте – шанчӑклӑ тӗрев, ҫемье тыткӑчи, ывӑлшӑн вӑл ырӑ тӗслӗх, хӗршӗн вара вӗрентекен вырӑнӗнче, ҫаплах вӑл Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи те!

Чӑваш Ен ҫирӗп те туслӑ ҫемьесемпе пуян. Вӗсен ҫирӗплӗхӗн никӗсне амӑшӗн таса та иксӗлми юратӑвӗпе ашшӗн пысӑк яваплӑхӗ йӗркелеҫҫӗ. Паллах, ҫакнашкал кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене сыхласа хӑварассине, ҫӗршывӑмӑршӑн тивӗҫлӗ граждансем пӑхса ҫитӗнтерессине тӗп вырӑна хуракан тӗллеве пурнӑҫлассишӗн малалла ӗҫлӗпӗр.

Аслӑ Раҫҫей ҫарӗн йышӗнче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен пӗтӗм паттӑр арҫына, харсӑр чунлӑ ашшӗсене тав тӑватӑп. Сирӗн паттӑрлӑхӑрпа хӑюлӑхӑра, эсир чӑн-чӑн патриотсем пулнине пархатарлӑ несӗлсем нихӑҫан та асран кӑлармӗҫ. Хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсемпе ҫемйӗр членӗсене республика пур енлӗн пулӑшасси пирки пӗрре те ан иккӗленӗр.

 Пурсӑра та телей, тӑнӑҫлӑх, ҫемье ӑшшине тата пур тӗрлӗ ырлӑх сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                           Олег Николаев

 



16 октября 2022
08:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter