Олег Николаев Ульяновскра иртнĕ "Ҫӗнтерӳ рубежӗ" патриотла марафонăн финалне хутшӑннӑ

Олег Николаев Ульяновскра иртнĕ "Ҫӗнтерӳ рубежӗ" патриотла марафонăн финалне хутшӑннӑ

Марафон йĕркелӳҫисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Хамăрăн ҫĕршывăмăрăн историне пĕлмеллине, ăна ĕмĕр асра тытмаллине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Историне аса илни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хăш-пĕр самантсем пирки эпир тен  хăй вăхăтĕнче туллин пĕлеймен те пулĕ.  Хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсен ячĕсене ялан асра тытмалла.  Тылра тăрăшнă паттăрсем ĕмĕр  чун-чĕремĕрсенче.  Ăнсăртран мар каланă пулĕ, тылри паттăрлăх, ҫартипе танах пулнă тесе ҫĕршыв Президенчĕ.  Пĕрне-пĕри ăнланса, пĕр-пĕриншĕн вăй хурса, хăйсене шеллемесĕр ĕҫленин кăтартăвĕ пысăк, ҫитĕнӳ патне ăнтăлма витĕм кӳнĕ», - тенĕ вăл.    

 Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче  тылри халăх нимĕнле техникăсемсĕрех алăпа ĕҫлесе, хӳтĕлев чикисене тунă,  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе кашни пысăк тӳпе хывнă.

«Пирĕн несĕлĕмĕрсем ҫав тери хăватлă пулнă. Чăтмалла мар пысăк йывăрлăхсене вĕсем парăнтарнă,  мирлĕ пурнăҫа сыхласа хăварассишĕн тăрăшнă.  Паянхи пурнăҫри йывăрлăхсем те ҫакăн евĕрех пулса тăчĕҫ. Пирĕн урăхра майсем шырама та май ҫук. Пĕрле пĕр чăмăра пухăнса, тăшмансене парăнтарассишĕн вăй хумалла.  Эпир, пире пурнăҫ парнеленĕ паттăрсен  ачисем.  Пирĕн ҫĕршыв яланах хастар та маттур пулнă, паян та ҫаплах, ҫĕнтерӳ тăвассишĕн малаллах аталанса вăй илсе пырать», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Ульяновск облаҫĕнче ҫакăн пек пысăк калăпăшпа ирттерекен марафон пуриншĕн те пысăк  пĕлтерĕшлĕ. «Ҫĕнтерӳ рубежĕсем» патриотла марафон пире пурсăмăра та ҫĕршывăмăра тата та ытларах хисеплеме, уншăн вăй хурса ĕҫлеме хистет. Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Алексеевич Николаева пысăк тав. Атăлҫи тăрăхне кĕрекен мĕнпур регионсене пĕр чăмăра пухăнса ҫакăн евĕр пысăк мероприяти йĕркелесе ирттерме витĕм кӳчĕ. Хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхĕ нихăҫан та асран тухмĕ. Пирĕн тăрăхран 150 пин ытла ҫын хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă. Ульяновск ĕҫ паттăрлăхĕн хули  ятне те тивĕҫнĕ.  Историне упраса хăварассишĕн пĕрле килĕштерсе ĕҫлемелле. Шанатăп, мероприятийĕн калăпăшĕ ҫулсерен ӳссе пырассине, ырă йăлана кĕрсе пырасса та ĕненетĕп», - тесе каланă Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ Алексей Русских.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Алексей Русскихне пĕрле килĕштерсе ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртессипе алă пусса йышăннă килĕшӳ те пурнăҫа аванах кĕрсе пынине асăннă. «Кĕске вăхăт хушшинче экономикăпа культура аталантарассишĕн сахал мар ĕҫсем пурнăҫларăмăр.  Пирĕн регионсен пуласлăхĕ тата та пысăк. Электротехника, машинăсем тăвакан тытăмра та пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла.  Пирĕн ҫĕршыв хăватлăн вăл илсе пырать, кун пирки Президент та пĕрре мар ҫирĕплетсех калать», - тенĕ вăл.

Хӳтĕлев чиккисене халалласа сахал мар мероприятисем иртнĕ авăн уйăхĕнчен пуҫлса икĕ регионта. Торжествăлла пулăм пуҫланиччен, чи малтан наукăпа практика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттернĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи ҫулĕсенчи паттăрла ĕҫсене асра тытса, вĕсем пирки тата та тарăнрах тĕпчесе пĕлес тесе уҫă калаҫусем ирттернĕ. Истори, архив тытăмĕнче вăй хуракансем паха материалсемпе паллаштарнă.  Ҫичĕ регионăн паллă ăҫчахĕсем хăйсен тĕпчев ĕҫĕсем пирки каласа кăтартнă.

«Патриот» фойере марафона хутшăнакансене валли Чăваш наци музейĕ ятарлă чаплă курав хатĕрлесе тăратнă. Патшалăх архивĕн ĕҫĕсемпе те кăсăклансах палланă хăнасем.  Ульяновск облаҫĕн Патшалăх архив ĕҫĕсем те хăйне евĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă, вĕсемпе те пухăннă ентешĕмĕрсем хапăл тусах паллашнă.  

Палăртса хăваратпăр, 2022 ҫулта юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пушкăртстан  Республикинче ирттерме плана кĕртнĕ. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă ертӳҫĕсем.



17 октября 2022
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter