Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма Чӑваш Енре 123 миллион ытла тенкӗ пухнӑ

 Ҫарти халăха кирлĕ пек экипировкăсемпе тивĕҫтерме Чăваш Республикин резерв фондĕнчен 100 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Ятарлă ҫар операцийĕсене пурнăҫлакансене кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсемпе патшалăх  тивĕҫтерет.  «ПĔРЛЕ» ырă кăмăлăх Фончĕ патăрсене валли 23  млн куҫарса панă.  Кунсăр пуҫне культура ĕҫченĕсем концертсем халăха кăтартса панă, пухăннă  ҫур миллион укҫа-тенкĕ пĕтĕмпех салтаксене валли тăкакланасси те куҫ кĕретех.   

Кашни эрнере Правительство ҫуртĕнче иртекен планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионти мĕнпур халăха ырă ĕҫе хутшăннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Предпринимательсем, ахаль ҫынсем хăйсен пĕтĕм кăмăлĕпе укҫа-тенкĕ пуҫтарса пама килĕшнĕ. Тĕрлĕ апат-ҫимĕҫ, пурнăҫра кулленех усă куракан таварсемпе  пулăшать мĕнпур халăх.    

«Халăх пĕр чăмăра пухăнса, пĕр пек шухăшлă пулни ҫĕнтерĕве ҫывхартма витĕм кӳрет. Ку вара ятарлă ҫар операцийĕсене пурнăҫланă тапхăршăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Культура ĕҫченĕсем ҫынсене хавхалану туйăмне парнелеҫҫĕ, тунсăхлама вăхăт ҫук. Пирĕн асаннесемпе, аннесем, е тата ытти ҫынсем салтаксене валли нуски таврашне ҫыхса параҫҫĕ, ăшă туйăм парнелеҫҫĕ. Пĕр тан ватти-вĕтти паттăрсене асăнмаллăх парнесемпе хавхалантарма тăрăшать.  Эпир пĕрле пулни – пире тата та вăйлăрах пулма май парать. Пĕрлĕхре вăй. Пире тăшмансем парăнтараймĕҫ, тĕрĕслĕх пирĕнте. Раҫҫейре пурăнакан тĕрлĕ халăх пĕр шухăшлă.  Пĕлсех тăратпăр, ҫĕнтерӳ пирĕн енче пуласса», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.

«Чăваш Енĕн ывăлĕсем каялла ҫĕнтерӳпе таврăнасса кĕтетпĕр. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, пĕрле хар тăрса, ҫĕршывăмăрăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине тата та вăйлăрах аталантарса пырассине те ĕненетпĕр», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.

Сăмах май, ҫар салтакĕсене малалла та тĕрев парассине палăртнă Пуҫлăх. Эпир вĕсемпе тачă ҫыхăнура, яланах пулăшу пама хатĕр тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Салтаксен мăшăрĕсене, вĕсен ачисене, ашшĕ-амăшĕсене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать.  Калăпăр, салтаксем каялла тăван тавралăха таврăнсан, «ял ипотекипе» усă курма пултарайраҫҫĕ. Хăйсен ирĕкĕпе кайнă салтаксене валли ытти енлĕ пулăшусем те пур.  Пĕр сăмахпа каласан, вĕсене комплекслă пулăшу пама тăрăшать Чăваш Ен Правительстви.   Ачасене шкулсенче вĕри апатпа тивĕҫтересси, ача садне вырнаҫтарма витĕм кӳресси, ятарлă стипендисем парса пулăшасси, ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тăкаксене саплаштарасси ыйтусем те кун йĕркинчех.  Апла пулсан, мĕнпур ыйтусене ҫивĕч тĕрĕслевре тытма шантарать регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен Экономика министерствине вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем патне ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. «Федераци органĕсемпе тачă ҫыхăнура пулмалла, УФНС пĕрле пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе кирлĕ пек йышăнусем туса пымалла, чăрмавсем кăларса тăратма юрамасть,  май пур таран тивĕҫлĕ мерăсем пăхса хăварма пĕлмелле», – тесе палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ.

 



17 октября 2022
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter