Чӑваш Енре энерги перекетлессинче муниципалитетсемпе министерствӑсем хушшинче рейтинг тума пуҫлӗҫ

 Кун пирки хыпара  Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа кашни эрнере ирттерекен планеркăра пĕлтернĕ.  Чăваш Енĕн Минпромэнергийĕн «Центр энергосбережения»  АУ Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен регионти рейтингне хатĕрлеме тытăннă. «Халĕ муниципаллă пĕрлешӳсен регион рейтингĕн концепцине йĕркелеҫҫĕ.  Критерисене палăртма, кăтартусене пăхса тухмалли методика йышăнмалла», - тесе каланă Чăваш Енĕн промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев.    

«Энергине перекетлеме май паракан муниципаллă программăсене хатĕрлесе ҫирĕплетсе пыраҫҫĕ хальхи вăхăтра.  Ҫитес виҫĕ ҫулта регион шайĕнче программăна пăхса тухса йышăнса хăварма плана кĕртнĕ.  Программăсем туса пынă тапхăрта, комплекслă хаклавсем туса пыни те вырăнлă.  Мĕнпур ĕҫсене пурăҫласа пынă вăхăтра энергине перекетлес ĕҫ-хĕле тарăн пăхса тухса кирлĕ пек тӳрлетӳсем кĕртсе хăварасси, муниципалитетсемпе министерствăсен пĕрлехи мероприятийĕсене тĕплĕн тишкересси ыйту та кун йĕркинчех», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче министр.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен энерги тухăҫлăхне шута илсе, ҫĕнелнĕ кăтартусене ҫирĕп йĕркене кĕртсе хăварма чĕнсе каланă. «Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене  хăвăрăн ыйтăвăрсене тĕплĕ пăхса тухма ыйтатăп.  Пĕтĕмпех тӳрлетӳсене ҫĕнĕ йĕркене вырнаҫтармалла.  Пĕтĕмлетӳ ĕҫне тĕплĕн туса пымалла», - тенĕ вăл.  

Ҫирĕп аталанса пырас тесессĕн, энергине перекетлеме пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ,  вăл тĕп кăтартусенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ.  «Хальхи пурнăҫа тивĕҫтерекен стандартсене валли пысăк технологисем пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ, вĕсем пĕтĕмпех социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама май параҫҫĕ, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсемпе малалла пыма пулăшаҫҫĕ.  Кунта пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса тăраҫҫĕ», - тенĕ ертӳҫĕ.

Энергине перекетлеме май паракан ятарлă программа туса хатĕрлеме сĕннĕ республикăри районсемпе хула администрацийĕсенче вăй хуракансене Чăваш Ен Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн.  Чăваш Енри муниципалитет пĕрлешĕвĕсем хапăл тусах ĕҫе пуҫланă.  Муниципалитетпа регион программи шăпах та, энергипе тухăҫлă усă курса пыма витĕм кӳрет.  Вĕсене ҫирĕплетнин пĕлтерĕшĕ те пысăк.

Энергине перекетлесе пырас тĕллевпе йышăннă рейтинг тухăҫлăха ӳстерсе пыма май парать. Нормативлă право акчĕсене епле пурнăҫланине, энерготухăҫлăхăн ҫулсен карттине туса хатĕрленине пăхать, энергосервиссен контракчĕсене епле туса пынине, информацисемпе вăхăтра пĕлтерсе тăнипе тăманнине тата та ытти ыйтусене тĕплĕн тишкерме хистет. 

Ятарлă критерисемпе методикăна 2022 ҫул вĕҫленнĕ тĕле тĕпрен туса хатĕрлеме плана кĕртнĕ.  2023 ҫулхи пĕрремĕш кварталта Энерги перекетлекен центр пĕтĕмлетӳсене пухса хатĕрлет, иккĕмĕш кварталта вара рейтинг пĕтĕмлетĕвĕсене  тăвать.         



18 октября 2022
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter