Чӑваш Енре тата виҫӗ уйрӑм технопарк пулма пултарать

«Бреслер» технопарк Шупашкарти Агрегат завочĕн бази ҫумĕнче тата Ҫĕнĕ Шупашкарти «Влогахим» территоийĕнче пуласси паллă. Вĕсем хута кайсан, пĕтĕмпех халăх валли ҫĕнĕ 1300 ĕҫ вырăнĕ йĕркеленĕ, инвестицин  калăпăшĕ икĕ миллиард тенкĕпе танлашĕ.  

Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерстви кирлĕ пек йышăнăва хатĕрлессине хыпарланă.  Чăваш Ен территорийĕнче виҫĕ технопарк хута кайĕ.  "Ку ĕҫлекен икĕ инвестици проекчĕсем ҫумне хушма производствăсем. Вĕсем «МАШЗАВОД» тата технопарк «АБАТ» индустри паркĕсемпе пĕрле пĕр тан шайра аталанса пырĕҫ», - тенĕ Пуҫлăх.      

Иртнĕ эрнере Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин  вице-премьерĕ Юрий Трутнев Чăваш Республикин заявкине ырланă. Ҫĕнĕ Шупашкарта экономика зонине тăвасси пирки калакан ĕҫ хутне пăхса тухса йышăнса хăварнă. Ырă хыпара тепĕр хут палăртса каланă регион Ертӳҫи.

Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе йышăннă харпăр хăй программине тĕпе хурса республикăра Ҫĕнĕ Шупашкарпа Патăрьел районĕнче  индустри паркĕсене йĕркелесе яма пăхса хăварнă.  «Апла пулсан, пирĕн пуласлăхри тĕллевсем пысăк.  Промышленноҫ вăй илсе кайсан, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ те аталанса пырĕ», - тесе каланă  Олег Николаев.   «Асăннă йышăнусене тĕпе хурса, хастартарах ĕҫлесе пыма чĕнсе калатăп.  Чи кирли, палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырасси.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ резидентсене явăҫтарассипе кулленех тăрăшса ĕҫлемелле, вĕсене вăй илсе пыма хăтлă условисем йĕркелеме тăратмалла», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.



18 октября 2022
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter