Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланă

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хула пуҫлăхĕ пулма суйланнă Евгений Кадышева – Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн Председательне саламланă.

«Шанатăп, эсир пĕрремĕш кунранах палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшасса. Шупашкар хулин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăй илтерсе пырассинче те пысăк тӳпе хывассине ĕненетпĕр», – тесе каланă вăл. Ҫĕнĕ должноҫе йышăннине палăртса депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ, унта шăпах та ăна савăнăҫлă лару-тăрура пухăннисем  саламланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕп хуламăрăн ҫĕнĕ ертӳҫин пуласлăхри татса памалли ыйтусем сахал мар пулнине асăннă, наци проекчĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине  палăртнă. Чăваш Республикине 2025-мĕш ҫулччен аталантарса пымалли социаллă пурнăҫпа экономикăна вăй илтерме палăртнă Комплекслă программăпа та чылай тăрăшма тивет тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.  Транспорт, коммуналлă инфратытăма аталантарассипе те ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет. Бизнеса аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур хăтлă условисем йĕркелесе тăратмаллине те  асăннă республика Пуҫлăхĕ. Хулара транспорт тытăмне ҫĕнетсе пырас ыйту та кун йĕркинчех тăрать.   

«Палăртнă тĕллевсем пĕтĕмпех Шупашкар хулинче пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсене пурнăҫа кĕртес тесессĕн, депутатсемпе хула администрацийĕсенче тăрăшакансен пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлесе пымалла. Пĕрлĕхре   вăй.  Пĕрне-пĕри пулăшсан, ҫитĕнӳ пуласси те часах. Кирек-епле ыйтăва та туххăмрах уҫăмлатса пымалла, чăрмавсем кăларса тăратма юрамасть», – тесе ҫирĕппĕн тепĕр хут чĕнсе  каланă вăл.  Евгений Николаевича ĕҫре ӳсĕмсемпе палăрма, тĕллевсене туллин пурнăҫлама вăй-хал, ăнăҫусем суннă  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Палăртма кăмăллă, депутатсем пĕр саслă пулса, пурте Евгений Кадышева хула пуҫлăхĕ пулма шаннă.  

Евгений Кадышев депутатсене тав тунă, хулара пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пыма шантарнă.   

Палăртнă кун ҫĕнĕ ертӳҫĕне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитчĕ Савватий, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕсем: Наталия Партасова, Морис Яклашкин ăшшăн саламланă, ĕҫре ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хăват, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме хавхалану суннă.   



19 октября 2022
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter